Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2021 çулхи декабрĕн 30-мĕшĕнче кăларнă 779рг хушăвĕпе килĕшỹллĕн пултарулăхри ăнтăлушăн республикăри 1000 çамрăк уйăхсерен 1830 тенкĕ укçа илсе тăрĕ. Стипендиатсем хушшинче пирĕн район çамрăкĕсем те пур. Паян вулакансене вĕсенчен иккĕшĕнпе - Аслă Чементи вăтам шкулта 11 класра вĕренекен Е. Ежова тата К. Селиверстровăпа - паллаштарас килет.
Пултаруллă хĕрсем шкулта пур предметпа та "5" паллăсемпе çеç вĕренеççĕ. Катя çак стипендие кăçалхипе иккĕмĕш хут илме тивĕç пулчĕ. Кашни урока тĕплĕ хатĕрленет, хушма материал нумай вулать. Акăлчан, вырăс чĕлхи, обществознани тата физкультура предмечĕсене килĕштерет. Кашни çулах районта иртекен предмет олимпиадисенче малти вырăнсене йышăнать. Республикăра физкультурăпа (икĕ хутчен), чăваш чĕлхипе тата литературипе призерсен йышне кĕме пултарчĕ. Çавăн пекех вырăс чĕлхипе, обществознанипе регионтан лайăх кăтартусемпе таврăнчĕ. Тĕрлĕ шайра иртекен конкурссенче час-часах палăрать Катя. Ноябрь уйăхĕнче И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУ аслă классем хушшинче ирттернĕ куçаруçăсен конкурсĕнче призер пулчĕ. Пĕлтĕр вĕренỹре пысăк çитĕнỹсем тунăшăн тата пурнăçра активлă позици йышăннăшăн республикăри вĕрентỹ министрĕ пулнă А. Салаева алă пуснă Тав çырăвне илме тивĕçрĕ.
Катьăн тусĕ Кристина та маттур. Вырăс чĕлхи, обществознани, физкультура предмечĕсене килĕштерет. Районта физкультурăпа иртекен олимпиадăра çулсерен малтисен ретĕнче. Турханти врач амбулаторийĕн тухтăрĕ А. Кольцов тухтăр ертсе пыракан "Волонтерсем - медиксем" проектăн хастар членĕ. Регионта иртнĕ "Ăшă кăмăл саламĕ" конкурсăн дипломанчĕ. Унсăр пуçне туссем иккĕшĕ те республикăри акăлчанла ирттернĕ спектакль лартакансен конкурсĕнче, "Эткер" центр йĕркеленĕ "Аслă вăрçăн кĕçĕн паттăрĕсем" тата "Юрататăр-и эсир театра?" викторинăсенче, "Професси тĕнчи" олимпиадăра призерсем пулса тăчĕç. Районти конкурссенче мала тухнă дипломĕсемпе грамотисене шутласа та пĕтерес çук вĕсенне. Сăвă вулама ăста маттур хĕрачасем. "Янăравлă сăмах" конкурсра, Раиса Сарпин, Марина Карягинан, Геннадий Айхин сăввисене вуласа Хисеп хучĕсене илме тивĕçеççĕ çулсерен.
Спорт пысăк вырăн йышăнать хĕрсен пурнăçĕнче. Катя çăмăл атлетикăпа, йĕлтĕрпе чупса районта малти вырăнсене йышăнать. Çавăн пекех вĕсем иккĕшĕ те баскетболла выляссипе шкулăн пĕрлештернĕ командинче тăраççĕ, кашни çул районта малти вырăна тухаççĕ.
Стипендиатсем пĕтĕм Раççейри "Юнармия" юхăмăн ĕçĕсене хастар хутшăнаççĕ. Пултаруллă çамрăксем шкулти аслă классенче вĕренекенсен канашĕн хастар членĕсем. Класс ертỹçи пулнă май, шанчăклă пулăшакансем, талантлă хĕрсем класра пулнишĕн чунтан хĕпĕртетĕп. Ĕçчен, тỹрĕ кăмăллă, анлă тавракурăмлă, типтерлĕ те сăпайлă вĕренекенсем хушнă ĕçсене вăхăтра тума тăрăшаççĕ, пур çĕре те хастар хутшăнаççĕ, ыттисемшĕн тĕслĕхлĕ. Пысăк чыса тивĕçнинче Аслă Чементи вăтам шкулти вĕрентекенсен тата ашшĕ-амăшĕн тỹпи пысăккине палăртаççĕ стипендиатсем.
Н. КОШЕЛЕВА
Ноябрь 2024 |