Пĕрремĕш хĕрарăм-прокурор

Категория: Публикации Опубликовано: 21.01.2022, 10:30 Просмотров: 251

Патăрьел районĕнче те ĕçленĕ 2022 çулхи январĕн 12-мĕшĕнче Раççей прокуратури 300 çул тултарчĕ. Çĕршыв историйĕшĕн çакă пысăк паллă. Район прокурорĕнче чылай çул ĕçленĕ май, маншăн йĕрке хуралĕнчи çак яваплă професси çыннисем çинчен ытларах пĕлни пушшех пĕлтерĕшлĕ.

Республика архивĕнче право хуралĕн тата суд органĕсен ĕçне, саккун хуралçисен çитĕнĕвне тĕпченĕ май, çăмăл мар профессие хĕрарăм-прокурорсем парăнтарни пирки те пĕлме тỹр килчĕ. Чăваш Республикинче пĕрремĕш хĕрарăм-прокурор Александра Романовна Симонова пулнă. Вăл прокуратура органĕнче 28 çул тăрăшнă.

 Сăмах май каласан, юстици наркомĕ сĕннипе А. Симонова 1932 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 10-мĕшĕччен Патăрьел участокĕн прокурорĕ пулса та ĕçленĕ. Ун чухне çак участока Патăрьел, Шăнкăртам, Шăмăршă, Елчĕк, Йĕпреç районĕсем кĕнĕ. Çав вăхăтрах вăл Чăваш АССРĕнчи прокурор çумĕ те шутланнă.

А. Симонова Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Сатышево ялĕнче 1900 çулта çуралнă. Вăл малтанах Бичуринăри пуçламăш классен шкулĕнче, каярахпа Хусанти вăтам ял хуçалăх училищинче пĕлỹ илнĕ. Пĕр тапхăр преподавательте ĕçленĕ хыççăн 1927 çулта Мускаври университета совет правин факультетне вĕренме кĕрсе юридика пĕлĕвне алла илнĕ. Вăл тĕрлĕ çулта Чăваш АССРĕн прокурор çумĕ, Сĕнтĕрвăрри районĕнчи уполномоченнăй, прокурор пулса тăрăшнă. Пултаруллă юрист тивĕçлĕ канăва тухичченех республика прокуратурин пĕтĕмĕшле надзор начальникĕнче тимленĕ.

 Д. КОННОВ

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика