Хĕлĕн илемлĕ кунĕсем пурне те хăйĕн асамлăхĕпе тыткăнлаççĕ. Йĕри-тавра шап-шурă юр выртать. Тĕнче пĕркенчĕк айĕнче тейĕн. Çакă вара вĕçен кайăксене йывăрлăха кĕртсе ỹкерет. Вĕсем хăйсене валли апат шыраса хăшкăлаççĕ, выçăпа шăнса вилме те пултараççĕ. Çавăнпа эпир çулленех Первомайскинчи "Шуçăм" ача сачĕ таврашĕнче çунатлă туссем валли сырăшсем туса çакатпăр. Çитĕнекен ăрупа уçăлма тухмассерен вара унта тĕрлĕ апат хурса кайăксене сăйлатпăр.
Ачасем мĕн пĕчĕкрен çут çанталăка упрама, кайăксене хĕрхенме пĕлсе çитĕнсен лайăх пулĕччĕ, тетпĕр. Çакна вĕрентесси - пирĕн тивĕç те.
Сырăшсене ачасем хăйсен ашшĕ-амăшĕпе ăсталанă. Воспитани парасси пĕрлехи ĕç пулнине мала хураççĕ вĕсем те.
Т. ХУРАСЬКИНА, воспитатель
Ноябрь 2024 |