Çитĕнекен ăру халĕ ытларах вăхăта компьютер е телефон умĕнче ирттерет. Вĕсенчен ачасем хăйсене кирлине те сахал мар илеççĕ. Теприсем вара спортпа интересленеççĕ. Сывă пурнăç йĕркине тытса пырас тесе йĕлтĕрпе ярăнаççĕ, пăр çине конькипе тăраççĕ. Виççĕмĕшĕсем алă ĕçĕ тăваççĕ. Тĕрлеме, çыхма та ăсталăх кирлех. Çут тĕнче илемне, кайăк-кĕшĕк кỹлепине, çынсен сăнарне пир татăкĕ çине сăнарласа кăларакан та сахал мар.
Çак кунсенче Кивĕ Катек ялĕнче пурăнакан Тамара Майрина районти тĕп библиотекăн вулав залĕнче мастер-класс ирттерчĕ. Ача амăшĕсене Тамара Николаевна тĕрĕ тĕнчине илсе çитерчĕ. Çак илеме хĕреслĕ майпа мĕнле тĕрлемеллине вĕрентрĕ. Хăш тĕс тепринпе килĕшсе тăнине ăнлантарчĕ.
Тĕрĕ нихăçан та кивелмест, манăçа тухмасть. Юлашки вăхăтра ку енĕпе кăсăкланакан сахал мар. Лавккасенче те сутаççĕ. Килĕшекеннине суйласа çеç илме ан ỹркен. Алă ĕçĕ кăмăла çĕклет, шухăша сирет.
Мария Николаевна халиччен миçе тĕрĕ тĕрленине шутласа та кăлараймăн. Парнисем те чылай çынна савăнтараççĕ.
А. ИВАНОВА
Ноябрь 2024 |