Санитарипе гигиена йĕркине пăхăнмаллах

Категория: Публикации Опубликовано: 30.01.2022, 08:50 Просмотров: 127

ÇĔРШЫВРА кăра коронавируспа пĕрлех унăн çĕнĕ штаммĕ - "омикрон" - пирки калаçма, чару йĕркисене тата çирĕпрех тума пуçларĕç. МИХ хатĕрĕсенче вăл пирĕн республикăна килсе çитнине те çыраççĕ. Шел пулин те, унпа чирлекенсен йышĕ те ỹссех пырать.

 Ку таранччен пирĕн районти больницăра çакнашкал диагнозпа сипленекенсем çук. Çапах та коронавируспа, çав вăхăтрах шăнса пăсăлнипе чирлекенсем йышланнине шута илсе малашне те санитарипе гигиена йĕркисене çирĕп пăхăнни хамăра усал чиртен хỹтĕленме пулăшĕ. Аса илтеретпĕр: магазинсенче, çын йышлă пулакан вырăнсенче маска е респиратор тăхăнмалла, алăсене час-часах антисептикпа сирпĕтмелле, çынпа хутшăнса калаçнă чухне дистанцие пăхăнмалла. Паллах, уйрăмах аслă ăру çыннисен май пур таран килтен тухса çỹременни те сыхăлăхпах çыхăннă. Çав вăхăтрах коронавирусран вакцинациленни тата ревакциленни те чиртен асăрханма шанчăклăх кỹрет.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика