Ĕмĕтпе, шанчăкпа пăхаççĕ малалла

Категория: Публикации Опубликовано: 30.01.2022, 08:57 Просмотров: 136

Ял çыннин кулленхи пурнăçра татса памалли ыйту сахал мар. Ун пек чухне кирек кам та пулăшу ыйтма тỹрех ял тăрăхĕн администрацине васкать. Вĕсене пурнăçа кĕртесси вара пĕтĕмпех вырăнти хăй тытăмлăх органĕн мехелĕнчен, унăн бюджечĕ мĕнлереххинчен, çав вăхăтрах ертỹçĕ çаврăнăçулăхĕнчен, вăл халăха ертсе пыма пĕлнинчен чылай килет.

 Шăхач ял тăрăхĕ районта пĕчĕк хутлăхсенчен пĕри. Икĕ ялтан (Шăхач тата Кĕçĕн Чемен) тăракан поселенинче бюджета пуянлатма пулăшакан организаци-предприяти, çынсене ĕçпе тивĕçтерекен цехсем тата ытти те çук. Ял тăрăхĕ дотаципе пурăнать. Вĕренекенсемпе ача садне çỹрекен шăпăрлансене ирсерен вĕренме кỹршĕ ялсене илсе çỹрени те чунра ăшă туйăм çуратмарĕ пулин те, çынсемпе калаçнă хыççăн вĕсем пысăк ĕмĕтпе, малашлăха шанса пурăнни хавхалантарчĕ. "Ку чухне ял ырă енне улшăнса пытăр тесен чăн малтан вăйсене пĕрлештерни кирлĕ. Ырă шухăш-кăмăллă, ял аталанăвĕшĕн çунакан хастарсем пирĕн тăрăхра çук мар",-терĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Лилия Кутузова халăхпа пĕрле пурнăçласа пыракан ĕçсене хак парса.

 Кирек мĕнле ялта та тăрăшуллă хастарсем, пуçаруçăсем пулни кăмăла çĕклет. Икĕ çул каялла Шăхач ялĕн уй хапхине çĕнетсе стела вырнаçтарни районти ытти ялсемшĕн те ырă тĕслĕх пулчĕ. Иртнĕ çул вара пархатарлă шухăша малалла тăсса Федор Ляпкин хăйĕн мехелĕпе ялти ФАП умне тăван яла юратнине кăтартакан тепĕр стела вырнаçтарнă. Сăмах май каласан, паян çакă ял çыннисемшĕн кăмăла уçакан чи илĕртỹллĕ вырăн шутланать.

Иртнĕ çул ял тăрăхĕнче ытларах халăх вăйĕпе, вĕсен хастарлăхĕпе урамсене тирпей-илем кĕртнĕ, субботниксем чылай ирттернĕ, çырма-çатрана, кỹлĕсене тасатнă. Кĕркунне çеç ял çыннисен тăрăшулăхĕпе тулса ларнă пĕчĕк пĕвесене юшкăнтан тирпейленĕ. Аслă çул хĕррипе, ялти урамсенче те йывăçсем лартса хăварнă. Çакнашкал ĕçсенче уйрăмах Н. Узюкин тата Т. Махоркина старостăсем пысăк пуçарулăх кăтартаççĕ.

- Тăван ял илемĕ, малашлăхĕ мана унчченех шухăшлаттарнă. Тепĕр чухне хамăр пурăнакан вырăна пысăк укçа-тенкĕ тăкакламасăрах хăтлăх кĕртме, тирпейлеме пулать. Юлашки çулсенче ялта çуртсем çĕнелни, çулсем тикĕсленсе пыни, çынсем пỹртсем умĕнче çеçкесем çитĕнтерни, культура шайĕ ỹссе пыни савăнтарать,-тет Николай Узюкин староста.

 Николай Александрович çак обществăлла ĕçре çĕнĕ çын мар. Вăл районти чи лайăх староста ята та тивĕçнĕ. Ялти кашни çынпа пĕр чĕлхе тупма пултаракан хастар вырăнти хăй тытăмлăх ĕçĕнче те пысăк витĕм кỹрет.

Паян урамсенче тикĕс çул, каçсерен çутă пулни, социаллă культура учрежденийĕсем ĕçлени, спорт лапамĕсем уçăлни тата ытти те ял аталанăвне, унăн хăтлăхне хак памалли енсем. Шăхач ял тăрăхĕнче те çак ыйтусем татăлса пыраççĕ. Патшалăх программипе тунă хăтлă ФАП халăха кăмăлтан йышăнать, культура çуртне те шал енчен (тул енчен сăн кĕртмелли юлнă) самай çĕнетнĕ. Пĕлтĕр ятарлă программăпа Шăхачра Ирçе кассине каякан урамри çула юсанă. Кĕçĕн Чементе 711 метр çула асфальт сарма пикеннĕ. Кăçал çак ыйтусемпе малалла ĕçлеме пулнине пĕлтерчĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ. Колхоз склачĕ çывăхĕнчи пĕвене тасатса ун патне пыракан çула та йĕркене кĕртесшĕн. Кỹлĕсемпе пĕвесем шывпа тулли пулни пушар хăрушлăхне сирессипе те çыхăннă. Акă, В. Аврелькин хастар тăрăшнипе хăйсен хыçĕнчи çырмана тасатса çыранĕсене те тĕреклетнĕ.

 Халăх сурсан кỹлĕ пулать, пĕччен сурсан типсех пырать, тенĕ ваттисем. Шăхачсем çак каларăшăн пĕлтерĕшне мала хурса ĕçлеççĕ те. Вăйсене пĕрлештерсе тăрăшни вĕсене ырă улшăну тума пулăшатех. Çавăн пек пулсан çеç кашни çыншăн тăван ял, район чи юратни пулĕ.

А. ЕГОРОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика