Икĕ çĕрте иртет
Кăçал Республика кунĕ Шупашкарта тата Куславкка районĕнче иртет. Çакăн пирки ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев 2021 çулхи октябрĕн 5-мĕшĕнче указ кăларнă.
Суперфинал - музейре
Раççейри шахматистсен чемпионачĕн суперфиналне кăçалхи сентябрь уйăхĕнче Шупашкарта ирттерме пултараççĕ. Ун пирки Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Раççей шахмат федерацийĕн директорĕпе Марк Глуховскипе тата сăнав канашĕн членĕпе Игорь Бурштейнпа тĕл пулсан калаçнă. Олег Николаев суперфинала Чăваш патшалăх ỹнер музейĕнче ирттерме сĕннĕ. Хăнасене ку шухăш килĕшнĕ.
Шутне палăртĕç
Январĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Енре чĕр чунсемпе кайăксене шутламалли хĕллехи маршрут пуçланнă. Вăл мартăн 10-мĕшĕччен тăсăлĕ. Çак ĕçе 58 тĕпчев территорийĕнче ирттерме палăртнă. Маларах палăртса хунă вырăнсенче чĕрнеллĕ тата мамăк тирлĕ тискер кайăксен юр çинчи йĕрĕсене шутлĕç, çавăн пекех пăчăрсене, ăсансене, карăксене тата сарă хир чăххисене палăртĕç. Çак пĕтĕмлетỹсемпе кайран сунар чарăвĕсене хатĕрленĕ чухне усă курĕç.
Укçалла юрама тăрăшни ырă патне илсе çитермест
Хальхи вăхăтра пĕр-пĕрне укçалла юрама тăрăшакан сахал мар. Кирек хăш ыйтăва та нухратпа татса пама пулнине шанакан-ĕненекен пуртан сарăлса пырать те коррупци. Иртнĕ çул республикăри прокуратура ĕçченĕсем ку енĕпе саккуна пăснă 4 пине яхăн тĕслĕхе тупса палăртнă, йĕркесĕрлĕхе сирес тĕллевпе 1170 представлени çырнă, суда 57 ыйту тăратнă, 847 акта хирĕçленĕ. Должноçри 1204 çынна дисциплинарлă явап тыттарма тивнĕ йĕрке хуралĕн ĕçченĕсен, 97-не административлă майпа айăпланă. 21 тĕслĕх вара уголовлă явап тыттарассипе çыхăннă, должноçри 14 çынна ĕçрен хăтарнă.
Бюджет тупăшĕ пысăкланнă
Республикăра бюджета мĕнле пурнăçланине пĕтĕмлетнĕ. Чăваш Енĕн пĕрлехи бюджечĕн 2021 çулхи тупăшĕ 85,3 миллиард тенке çитнĕ, республика бюджечĕн тупăш пайĕ - 77,4 миллиард тенкĕ. Вăл та, ку та ỹсĕмлĕ, виçĕм çулхинчен 11,4 тата 10,2 процент пысăкланнă. Нацпроектсем валли тăкакланă укçа пĕлтĕр 11 миллиард тенкĕрен иртнĕ. Инвестици тăкакĕсем 40 процент хушăнса 6 миллиард тенкĕпе танлашнă. История Военно-пат-ое восп-е Уйăхлăх пырать Январĕн 21-мĕшĕнче республикăра çамрăксемпе ачасене çарпа патриотла воспитани парас, физкультурăпа спорта аталантарас, сывлăха çирĕплетес тĕллевпе оборонăпа массăллă, спортпа патриот ĕçĕсен уйăхлăхĕ пуçланчĕ. Уйăхлăхра Мухтавлă ентешсен çулталăкне халалласа тĕрлĕ мероприяти иртĕ.
Наркотик пур органа хавшатать
Наркомансен ытларах пайĕ 30 çула та çитейменни паллă. Наркотик çыннăн мĕн пур органне сиенлет: чи малтан нерв тытăмне, пуç мимине, арлăх органĕсене, пĕвере.. Тата наркотик хатĕрĕ илме укçа-тенкĕ тупас тесе вĕсен пысăк пайĕ преступлени çулĕ çине тăрать. Çавăнпа та наркотика кирек хăçан та сивлеме вĕрентмелле ачасене, вĕсен наркăмăшĕ пирки ăнлантарма тăрăшмалла
Ноябрь 2024 |