Патăрьелĕнчи ачасен ăсталăх шкулĕнче вĕрентỹ робот техникипе ăмăрту иртрĕ. Унăн тĕллевĕ районти пĕлỹ паракан организацисене тата шкул çулне çитмен ача-пăча учрежденийĕсене çỹрекенсене наукăпа техника ăсталăхĕ тата роботсем патне ытларах туртăм ỹстересси пулчĕ.
Мероприятие хутшăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, "Компьютер академийĕн графики" республикăри хушма вĕренỹ учрежденийĕн директорĕ, йĕркелỹ комитечĕн председателĕ Сергей Сорокин саламларĕç.
Малтанах ăсталăх шкулĕн ачисем концерт, "KuIibin gIub"мастер-класс кăтартрĕç. Хушма пĕлỹ паракан ачасен ăсталăх çурчĕн педагогĕсем мастер-классем хатĕрленĕ. Кунтах ача сачĕсем ăсталанă роботсен выставкине йĕркеленĕ.
Çакна та палăртмалла, юлашки çулсенче районти çитĕнекен ăрăвăн робот техникине тĕплĕн алла илмелли майсем ỹссех пыраççĕ. 10 шкулта "Точка роста" центр уçнă. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕнчен вĕсенче пуринче те ку енĕпе пĕлỹ параççĕ. Тата ытларах кăсăкланакансем валли вара Патăрьелĕнчи ачасен ăсталăх шкулĕнче хушма занятисем ирттереççĕ. Ăмăртăва аслă (11-15 çулсенчи) тата кĕçĕн (6-10) ушкăнран ачасен 17 команди хутшăнчĕ.
Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене I-III степеньлĕ дипломсем тата сертификатсем парса чысларĕç.
А. ИВАНОВА
Ноябрь 2024 |