"Халăх хисепĕ" общество наградине тивĕçнĕ 100 лауреат йышĕнче районти тĕп больницăри 5 медицина ĕçченĕ пулни чăннипех те савăнтарать.
"Медицина - чун туртнă ĕç" проектпа "Тавтапуç тухтăр! Тавтапуç медицина сестри!" акципе килĕшỹллĕн 2021 çулхи январь уйăхĕнчен пуçласа 2021 çулхи декабрьччен республикăри сывлăх сыхлавĕн министерстви йышĕнче тăракан медицина организацийĕсенчи шурă халатлă ĕçченсен ячĕпе граждансенчен тав çырăвĕсем килнĕ. 32 пин ытла çын 1206 ĕçчен пирки хăйсен сассине панă.
Республикăри сывлăх сыхлавĕн министерстви ведомствăна, тĕрĕслесе, сăнаса тăракан органсене кĕнĕ çырусен мониторингне тунă тата тишкернĕ. Çăхавсене тĕпе хунăран 9 медицина ĕçченĕ акцин иккĕмĕш тапхăрĕн сасăлавне хутшăнайман. 564 медицина персоналĕ иккĕмĕш тапхăрти сасăлава хутшăннă. Вĕсенчен 100 лауреата палăртнă. Пирĕн районти тĕп больницăпа илес пулсан тухтăрсенчен терапи уйрăмĕн заведующийĕ Тамара Рубцова терапевт, Ильнур Субханкуллов хирург, Антонина Чернова инфекционист, медицина сестрисенчен Лилия Афанасьева, Марина Цветкова çак чыса тивĕçнĕ.
А. КАПИТОНОВА
Ноябрь 2024 |