Çак кунсенче районти "Морское братство - союз моряков" обществăлла организацийĕн канашĕн ларăвĕн йышăнăвĕпе Петр Максимович Малов флот ветеранне обществăлла организацийĕн "Тинĕс-çар флотне аталантарнăшăн" ("За преданность Военно-морскому флоту") медальпе наградăланă. Чыслава районти çар комиссарĕ В. Семенов подполковник, ветеран-моряксем хутшăннă.
П. Маловăн ачалăхĕ Именкассинче иртнĕ. 1953 çулта çар службине кайнă. Малтанах вăл Балти флочĕн Кронштадт хулинчи вĕрентỹ отрядĕнчи электромеханика шкулĕнче çар хатĕрленĕвне ирттернĕ, моторист-дизелист тата водолаз специальноçĕсене алла илнĕ. Службăна Çурçĕр флочĕн çар карапĕ çинче ирттернĕ. 1955 çулта Çурçĕр флочĕн экипажĕн йышĕпе ятарлă заданипе Çĕнĕ Çĕр утрав çинче çĕнĕ хĕç-пăшала тĕрĕсленĕ çĕре хутшăннă. Флот ветеранĕ малтанах БЧ-5 чаçре аслă моторист, кайран отделени командирĕ пулнă. Петр Максимович - "ВМФ отличникĕ", ăна "Инçе походшăн" ("За дальний поход") жетонпа наградăланă. Çартан 1956 çулта старшина званипе таврăннă.
П. Малов çулне кура мар районти "Морское братство-союз моряков" обществăлла организаци йĕркелекен мероприятисене хастар хутшăнать. Хальхи вăхăтра Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи Тинĕс-çар флочĕн ветеранĕсем çинчен калакан "С нами Бог и Андреевский флаг" кĕнекене хатĕрлеме материал пухассипе тимлет.
(Хамăр корр.).
Ноябрь 2024 |