Февралĕн 2-мĕшĕ. Çак кун 1943 çулта совет çарĕсем Сталинград хулишĕн пынă çапăçусенче нимĕç-фашистсен çарĕсене çапса аркатнă.
Февралĕн 9-мĕшĕ. Çак кун 1904 çулта вырăссен "Варяг" крейсерĕ тата "Кореец" çар карапĕ Сарă тинĕсри Чемульпо бухтинче яппунсен эскадрине хирĕç хаяр çапăçăва кĕнĕ.
Февралĕн 13-мĕшĕ. Çак кун 1945 çулта совет çарĕсем Венгрин тĕп хулине Будапешта ирĕке кăларнă.
Февралĕн 15-мĕшĕ. Тăван çĕршыв тулашĕнче çар тивĕçне пурнăçланă Раççей çыннисене асăнмалли кун. Çак кун 1989 çулта совет çарĕсене Афганистанран илсе тухнă.
Февралĕн 16-мĕшĕ. Çак кун 1916 çулта Николай Юденич ертсе пынипе вырăс çарĕсем турккăсен Эрзерум крепоçне парăнтарнă.
Февралĕн 23-мĕшĕ. Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин кунĕ. Çак кун 1918 çулта рабочисемпе хресченсен Хĕрлĕ çарне йĕркеленĕ.
Ноябрь 2024 |