Чăваш кĕнеке издательствин кăларăмĕсем тĕрлĕ ярăмпа пичетленеççĕ: "Кивелми кĕнеке" ("Нестареющая книга"), "Эткер" ("Наследие"), "Алран алла" ("Из рук в руки"), "Чăваш Енĕн чаплă çыннисем" ("Замечательные люди Чувашии") т. ыт. те. Нумаях пулмасть ку список çĕнĕ ятпа пуянланчĕ - "Кăсăклă теçетке" ("Занимательная десятка").
Çак кунсенче Владимир Степановăн (Редакцирен: Владимир Степанов пирĕн ентеш, унăн ачалăхĕ Упамсара иртнĕ)"Великие битвы наших предков. Пирĕн несĕлсен аслă вăрçисем" истори очеркĕсен пуххийĕ кун çути курчĕ. Унăн редакторĕ - Ольга Иванова, ỹнерçи - Дмитрий Литаврин. Аслă классенче вĕренекенсем валли хатĕрленĕ кăларăм 1000 экземплярлă тиражпа тухнă.
Раççей халăхĕсен йышĕнче чăвашсем хăйсен пуян историйĕпе палăрса тăраççĕ, вĕсен культуринче авалхи Китай, Иран, Месопотами истори йĕрĕсем - куç тулли. Анчах та халăхăн историпе культура эткерне эпир халĕте кирлĕ таран çутатман-ха, хакламан-ха. "Кăсăклă теçетке" ярăмри пĕрремĕш кĕнеке чăваш этносĕн кун-çулне анлăн тĕпчес тата курăмлатас ĕçре хăй тỹпине хывать. Вăл чăваш халăхĕн историйĕпе, культурипе çыхăннă кăсăклă ĕç-пуçпа паллаштарать, пирĕн несĕлсем хутшăннă аслă çапăçусем çинчен каласа парать. Тĕнчипе паллă çак тытăçусем иртнĕ саманасенче Евразин тĕрлĕ кĕтесĕнче кĕрлесе иртнĕ, этемлĕх историйĕн аталанăвне витĕм кỹнĕ. Чăваш несĕлĕсем ку вăрçăсенче темĕнле ятпа та юлнă, Хусан ханлăхне Мускав парăнтарнă тапхăрта çеç "чăваш" этнонимпа паллă пулса тăнă.
Умсăмахра автор çапла çырать: "...кĕнекене аслă ỹсĕмри шкул ачисем тата студентсем валли çырнă. Тематика кăсăклăхĕ вара - кĕнекере шкул учебникĕсенче питех шута илмен е пачах тимлемен самантсене çутатса панинче. Вĕсем çинчен çитĕннисем те питех пĕлмеççĕ. Çавăнпа ĕнтĕ çак кĕнеке историпе интересленекенсемшĕн пур енĕпе те илĕртỹллĕ". Тĕрленчĕксенче тĕлĕнтермĕш шырани, фактсене шăв-шавлăн урăхла ăнлантарни çук. Автор кăларăмра килĕшнĕ-йышăннă фактсемпе усă курнă, вĕсене тĕпе хурса тăван халăхăн нумай ĕмĕрлĕ истори çул-йĕрĕн чуна тыткăнлакан саманчĕсене çутатнă.
Истори очеркĕсен пуххи вĕçĕнче вулакана "Чĕлхе витĕр çул курăнать" статья кĕтет. Владимир Степанов ăна паллă ăсчахăн, тюркологăн, филологи наукисен докторĕн Николай Егоровăн ĕçĕсене тĕпе хурса çырнă, кăсăклă пĕтĕмлетỹсем патне пырса тухнă. Кĕнекене иллюстраци пайĕпуянлатать. Унта паллă фотоỹнерçĕсемпе художниксен ĕçĕсем - реконструкциленĕ портретсем, истори пулăмĕсене сăнлакан картинăсен репродукцийĕсем т. ыт. те - кĕнĕ.
Ольга ИВАНОВА
Ноябрь 2024 |