РЕСПУБЛИКĂРА чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем хушшинче хăйсен ĕçне чун-чĕререн юратса пурнăçлакансене тупса палăртас, вĕсен паха опытне сарас, тăван чĕлхене упраса хăвармалли тата аталантармалли условисем тăвас тĕллевпе конкурс ирттерме палăртнă. Унта Чăваш Республикинче тата унăн тулашĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем тата шкулчченхи вĕренỹ организацийĕсенче ĕçлекен воспитательсем хутшăнма пултараççĕ. Кун пек хастарсем, пултаруллă вĕрентекенсем Юхмапа Пăла тăрăхĕнче те сахал мар. Çавăнпа та шанас килет, пирĕн районтан та хăйсен творчествăлла ĕç опычĕпе паллаштаракан вĕрентекенсем тупăнĕç. Çĕнтерỹçĕсене "Çĕнĕ мел шутласа кăларакан учитель", "Ăстаçă учитель", "Çамрăк учитель", "Шкулчченхи вĕренỹ организацийĕн чăваш чĕлхипе кăсăклантаракан чи лайăх воспитатель", "Меслетлĕх ĕçĕсен пултаруллă авторĕ", "Тăван чĕлхен хастар управçи" номинацисемпе хаклĕç.
Ноябрь 2024 |