Юхмапа Пăла тăрăхĕнче хисеплĕ çынсене, спортсменсене чыс туса йĕркелекен турнир сахал мар. Вĕсенчен пĕри - Патăрьел район сучĕн председательне Родион Соловьева асра тытса çулсеренех ирттерекен пулăçсен ăмăртăвĕ. Кăçал ăна 15-мĕш хут йĕркеленĕ. Январĕн 29-мĕшĕнче хĕллехи спорт ăмăртăвĕ Сăкăт кỹллинче иртнĕ.
Турнира ытти çулсенчи пекех хамăр районти пулăçсен командисемсĕр пуçне Елчĕк, Шăмăршă, Комсомольски, Канаш районĕсенчен, Тутарстанри Çĕпрел районĕнчен те хутшăннă.
Пулă тытасси вăл чăн-чăн "чир", хобби темелле. Ăмăртăва хапăл тунисем пурте çак ушкăнтан. Вĕсем Родион Соловьев пекех ачаран кỹлĕ хĕрринче пулă тытса ỹснĕ ăстасем. Çавăнпа та турнир яланхиллех çивĕч кĕрешỹре иртнĕ. Çапах кирек мĕнле вăйлисем хушшинче те çĕнтерỹçĕ тупăнатех. Командăсем хушшинче пирĕн районти "Алманчă" (П. Долгов, И. Долгов, Ю. Михеев) команда пĕрремĕш вырăн йышăннă. Иккĕмĕш вырăнта та ăмăрту хуçисемех. "Сугуты" командăна С. Тинюков, С. Милов тата Д. Бакашин хỹтĕленĕ. Виççĕмĕшсем - Канаш районĕнчи "Шелттем" (С. Васильев, Д. Волков, Н. Яковлев) команда.
Чи пысăк тата чи-чи пĕчĕк пулă тытакансем - А. Бабаевпа Ю. Михеев. Вакă шăтарассипе Çĕпрел районĕнчи В. Нягунов, ăнăçулăх енĕпе Елчĕкри А. Шашков пысăк ăсталăх кăтарнă.
Вăлтана уланкăна пĕрремĕш çаклатакансем - "Югель" командăри пулăçсем. "Чи çамрăк пулăç" номинаципе В. Ксенофонтовпа С. Егоркина саламланă. Патăрьелĕнчи Г. Углев вара "Чи ватă пулăç" номинацире палăрнă. Саккăрмĕш теçеткене ваклакан пулăç кăçал та хаваспах турнира хутшăннă. Турнира Р. Соловьевăн Александр ывăлĕпе унăн çывăх юлташĕсем йĕркеленĕ.
Çĕнтерỹçĕсене пурне те Хисеп грамотипе тата парнепе хавхалантарнă.
А. ЕГОРОВА
Ноябрь 2024 |