«Авангард» хаçатăн пĕрремĕш номерĕ пичетленсе тухнăранпа паян 91 çул çитрĕ. Чăваш тата тутар чĕлхисемпе тухса тăракан Юхмапа Пăла тăрăхĕн хыпарçи хальхи вăхăтра 4267 экземплярпа саланать. Мухтанса каланă пек ан пултăр та район хаçачĕсем хушшинче те ку кăтарту курăмлисен хушшинче. Хаклă вулаканăмăрсем, Интернет пуç пулса тăнă тапхăрта та эсир пире кăмăллани питĕ савăнтарать, малалла ĕçлеме вăй-хăват хушать.
Çавăн пекех самана таппинчен юлмасăр эпир те редакцин сайчĕсĕр пуçне Инстаграмм, Одноклассники, Контактра социаллă сетьсенче те хыпарсемпе паллаштаратпăр. Подписчиксен йышĕ 7 пине яхăн. Эппин, эпир пĕтĕмĕшле 12 пине хăвалатпăр. Ку, паллах, пысăк йыш.
Пире эрнере икĕ хутчен кĕтекен вулаканăмăрсене тăван хаçатăмăрăн çуралнă кунĕ ячĕпе саламласа çирĕп сывлăх, телей, хавхалану сунатпăр. Çыхăнăва çухатар мар, малашне те пĕрлех пулар!
Александр Козлов,«Авангард» хаçатăн тĕп редакторĕ
Ноябрь 2024 |