Чăваш Енре çĕр улми, пахча çимĕç лаптăкĕсене ỹстересшĕн. Республикăра пурăнакансене вырăнта туса илекен çĕр улмипе çителĕклĕ тивĕçтеретпĕр. Пĕр çын пуçне 318 кг "иккĕмĕш çăкăр" тивет. Чăваш Ен çĕршывра çĕр улми туса илекенсен хушшинче - 11, федерацин Атăлçи тăрăхĕнче 3-мĕш вырăнта.
Пахча çимĕçпе вара кăтарту 112 процент е çын пуçне 130 кг (ку енĕпе çĕршывра - 18, федерацин Атăлçи округĕнче - 3-мĕш вырăнта). Хальхи вăхăтра çĕр улми, пахча çимĕç туса илекенсем валли рынокра лару-тăру лайăхланнă, культурăсен тухăçлăхĕ ỹснĕ. Çавна май кăçал пахча çимĕç лаптăкне - 20, çĕр улминне 4 процент пысăклатасшăн.
(Хамăр корр.)
Ноябрь 2024 |