Вăйă туслăха çирĕплетет

Категория: Публикации Опубликовано: 08.02.2022, 11:01 Просмотров: 584

Çарпа патриотла воспитани парас, физкультурăпа спорта аталантарас, сывлăха çирĕплетес тĕллевпе оборонăпа массăллă, спортпа патриот ĕçĕсен уйăхлăхĕ пырать. Çавна май Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта "Хăвăртрах! Çỹллĕрех! Вăйлăрах!" ятпа хаваслă стартсем иртрĕç. Унта 4 тата 5 классенче вĕренекенсен командисем хутшăнчĕç. Конкурс ĕçĕсене чăнах та пултаруллисем, тавçăруллисем, çаврăнăçуллисем çеç пурнăçлама пултарчĕç.

Кĕçĕннисенчен "Синий флаг" команда çĕнтерчĕ. "Россия" иккĕмĕш вырăнта пулчĕ. Аслăраххисенчен "Дружба" команда "Победăран" маттуртарах пулни палăрчĕ. Çĕнтерỹçĕсене грамотăсемпе чысларĕç. Куракансем те хăйсен командисене хавхалантарса тăчĕç.

Мероприяти ачасен туслăхне çирĕплетме те пулăшрĕ. Вăййа хутшăнаканни те, тус-юлташне пулăшаканни те пĕрешкел пăшăрханчĕ пулас. Командăна кашнийĕшĕн финиша малтан çитерес килчĕ. Спортзалта шав тăчĕ. Пурин пичĕ çинче те хаваслă кулă палăрчĕ.

 Н.САГУНЕВА, аслă вожатăй.

 А.САФИЯНОВ, физкультура учителĕ.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика