Вăхăт çĕмрен пек хăвăрт шăвать, саккăрмĕш теçеткене ваклатăп. Çавна май манăн пурнăçра ача чухне те, ỹссе çитĕнсен те ырăпа усала уйăрмалли, çын хушшинче хамăра мĕнле тытмаллине хак памалли самантсем сахал мар пулнине аса илетĕп. Çулсем иртсе пынăçемĕн ырă та пархатарлă ĕçсем тунăшăн чун савăнать çеç мар, Турă мана пурнăç тăршшĕпех пулăшса пынине те туятăп. Ваттисем калашле, çынна ырă туни нихăçан та йĕрсĕр çухалмĕ...
Алманчăра çиччĕмĕш класра вĕреннĕ чухне манăн кỹршĕри Мавра инкене - Мария Косолаповăна - пулăшма ăс-тăн та, хастарлăх та çитнишĕн паян кун та хĕпĕртетĕп. Кинемей пирĕн кỹрше Елчĕк районĕнчен качча килнĕччĕ, тăлăх йĕкĕтпе çемье çавăрса йышлă ача çуратрĕç, çăмăл мар условинче вĕсене ура çине тăратрĕç темелле. Инке çип арлама, çыхма кăмăллатчĕ. Çапла майпа чиркĕве çỹреме укçа-тенкĕ тукалатчĕ. Анчах пенси илместчĕ. Мĕншĕн, мĕн сăлтавпа? Хамăр касри мĕн пур карчăк-шăрчăк тенĕ пек ватлăхшăн паракан укçапа пурнăçа саплаштаратчĕç. Кая юлса пулин те пирĕн анне те социаллă çăмăллăхпа усă курма пикенчĕ. Юлашкинчен вĕсене курса Мавра инкен чунĕ те кỹтсе килнĕ курăнать. Пĕррехинче пирĕн пата каçнă та сасăпа ĕсĕклесех пенси илеймен пирки кулянса калаçрĕ. Хамран аслă та хисеплĕ çынна çак самантра çав тери шел пулса кайрĕ. Тепĕр кунхине шкулта урокра ларнă чухне те хăлхара Мавра аппан йĕнĕ сасси янăраса тăрать... Çакăн хыççăн чăтаймарăм, хамăр тăвана мĕнпе те пулин пулăшас шутпа мăн çын пекех ял Совет секретарĕ патне васкарăм. Кỹлепепе те пуканран кăшт çеç пысăкрах ачана вăл мĕнле йышăннă-ши? Григорий тете мана çак ыйтăва вырăнта татса пама май çуккине, Елчĕкри архива каймаллине ăнлантарчĕ. Çакă та хăратса ỹкермерĕ мана. Инçе çула хамах кайса килме шантартăм. Ача чухнех манăн пуçăннă ĕçе вĕçне çитерес туйăм пысăкчĕ.
Мавра инкене пенси илме пулăшас тĕллевпе çуркуннехи каникула аранах кĕтсе илтĕм. Çул çỹрев "маршрутне" тунă хыççăн мана малтанах тăвансем Кавала паллакансем патне чарăнма сĕнчĕç. Çапла турăм темелле. Анне хирĕçленине, юрлă-çумăрлă çанталăка пăхмасăр çуранах Елчĕкри архива уттартăм. Алăра - йыт-качкана хăратма хулăм туналлă чукмар, çурăм çинче - кутамкка... Çухрăм хыççăн çухрăм хыçа хăвартăм. Пĕччен çула тухма хăрама та, шикленме те пĕлмен темелле. Турă пулăшăвĕпе мана кирлĕ кантура çăмăллăнах тупрăм, пенси документне илсе ял Советне çитертĕм. Тепĕр уйăх çурăран пирĕн тăванăмăр та ялти ытти ватăсем пекех укçа илме пуçларĕ. Ун чухне вара вăл савăнăç куççульне пытараймасăр пирĕн пата каçрĕ те мана пуçран шăла-шăлах пехил пачĕ... Кайран 95 çул тултаричченех унпа усă курчĕ. "Ку Петян укçи...",-тетчĕ Мавра инке кашнийĕнче ман ята асăнса. Кун пек тĕслĕхсем манăн пурнăçра сахал мар пулнă. Малашне те ĕмĕре таса шухăш-кăмăлпах ирттересчĕ.
Пурнăçра çынна пулăшни, ырă сунни - Турă умĕнче сăваплă ĕç. Тепĕр чухне хальхи вăхăтра çынсенче çак пархатарлă туйăм çителĕксĕр пулни чуна чурăслатать, курайманлăх çуратать, хирĕçтерет, усал енсене çиеле кăларать тата ытти те. Çавăнпа та кирек кама йывăрлăхра алă тăсса пулăшма тăрăшăр. Вăл вара нихăçан та харама каймĕ.
П. КИРГИЗОВ, ĕç ветеранĕ. Алманчă ялĕ.
Ноябрь 2024 |