"Омикрон" ятпа çỹрекен коронавирус инфекцийĕнчен прививка тутарман çынсен йывăрпа сипленме тивет. Çакна асра тытма тăрăшмаллах. 6 уйăх иртнисен ревакцинаци тутармалла.
Обществăлла вырăнта маска тăхăнма манмалла мар. Респиратор инфекцинчен ытларах та хỹтĕлет.
Çын йышлă çỹрекен вырăнтан айккинерех кайсан та юрать. Уяв мероприятийĕсене явăçмалла мар, çул çỹреве тухассине сивлемелле. Çынпа калаçнă е черетре тăнă чухне 1,5-2 метр дистанци тытмалла. Алăсене антисептикпа сăтăрмалла.
Прививка тутарман аслăрах çулхи çынсен тата вăраха кайнă чирсем пуррисен килте ларсан аванрах.
Енчен те хăвăр е сирĕн çывăх çыннăрсем çăмăлтарах чирленĕ пулсан ытларах шĕвек япала ĕçме тăрăшăр. С тата Д витаминсем ĕçĕр. Пыра тăварлă шыв хутăшĕпе çăвăр. Температура ỹсес пулсан, 2 талăка яхăн пĕр виçере тăрсан васкавлă пулăшăва чĕнмелле. Хăвăр тĕллĕн сипленни сиенлĕ. Тухтăр хушмасăр антибиотиксемпе усă ан курăр. Çакă сирĕн чирĕре шаларах кайма çеç пулăшĕ.
О. ИВАНОВА, терапевт
Ноябрь 2024 |