ТАВРАЛĂХА илем кỹрекен хĕллехи шур "пустав" куллен тенĕ пекех хулăнланса пырать. Лапка-лапка çăвакан юр пур çĕре те - аслă çулпа тăкăрлăка та, картишпе пахчана та, çурт тăррине те тултарать, сапалать. Ăна вăхăтра тирпейлесе тăмасан инкек-синкек е пысăк чăрмав сиксе тухасси куç умĕнче. Районти çул-йĕре хĕллехи вăхăтра пăхса тăракан яваплă организацисем вĕсене тасатса тăма тăрăшаççĕ-ха. Патăрьелĕнчи нумай хутлă çуртсем тăрринчи катрам хулăнланса, тумла пăрĕ вăрăмланса пыни вара чăн малтан вĕсенче пурăнакансемшĕн, ача-пăчашăн хăрушлăх кăларса тăратать. Хăш-пĕр çуртсем хĕррипе çил-тăманлă çанталăкра çавăрăнса хытса ларнă юр тĕрлĕрен эрешлĕ кĕлеткепе калăплансах ларнă темелле. Çанталăк ăшăтса пынăçемĕн çỹлтен шуса йăтăнса аннă купа кирек кама та инкек кăтартма пултарать. Шел пулин те çуртсене пăхса тăракан яваплă организацисем хĕллехи вăхăтра çак синкерлĕхе сирес тĕллевпе ĕçлени хальлĕхе сисĕнмест. Кун пирки коммуналлă çуртра пурăнакансем хаçат редакцине час-часах шăнкăравлаççĕ.
Ноябрь 2024 |