УРАМРА унталла та кунталла çапкаланса çỹрекен ирĕкри йытă кирек хăçан та çынна сехĕрлентернĕ. Халĕ вара "кукăр хỹресем" пушшех хăратаççĕ, мĕншĕн тесен вĕсем ушкăнпа кĕпĕрленсе чупсан та саккун ĕлĕкхи евĕр пеме ирĕк памасть. Вĕсене ятарлă организаци çеç тытса хăйĕн йĕркипе йытта хăрушсăрлатма (çаплах каламалла-ши?) пултарать. Анчах унăн çивĕч те тарăн асав шăлĕ вырăнтах юлнине шута илсен тăватă ураллă тус кирек кама та инкек кăтартасси те çавăнтах. Инкекрен Турă сыхлатăрах та, уйрăмах шăпăрлансемпе ватăсемшĕн çакă пысăк хăрушлăх. Паян Шăнкăртамра çеç мар, район центрĕнче те, Тутар Сăкăтĕнче, Кивĕ Катекре, Тикешре тата ытти ялта та вĕсем сĕмсĕррĕн хуçаланаççĕ.
Ноябрь 2024 |