Калав
Валентин КОНСТАНТИНОВ
Василий Павлович, Мускав урамĕпе уçăлса çỹрекенскер, килĕ еннелле утрĕ. Яланхилле çула май супермаркета кĕрсе тухма шутларĕ. Кунта хаксем пысăкрах, анчах вĕçĕмсĕр халăх хĕвĕшнине пула апат-çимĕç темччен йăваланса выртни мар, ĕнер-паян илсе килни.
Октябрь уйăхĕн çурри. Юрпа çумăр вĕтĕртетет. Пĕр вырăнта тăрас килмест. Апла пулсан та магазин умĕнче кашни кунах ларакан арçын купăс калать. Укçа пухасшăн. Пенсие тухнă-ши вăл? Пĕр-ик çул та пулĕ кунта вăл. Нăртлаттарать, пĕр кĕввине те йĕркеллĕ выляймасть.
Унтан темиçе утăмра çамрăк арçын тăрать. Нихăçан та курман ăна. Хура курткăпа. Пуçĕнче - çыхса тунă калпак. Кăкри çинче - пĕчĕк плакат. "Пулăшăр, хĕрĕм вилет!" - тесе çырнă унта. Ури умĕнчи пуш коробка çине шкатулка лартнă. Хăй пуçне уснă. Çынсем те пăхмаççĕ ăна, хăй те курмасть пулĕ вĕсене... Пĕррехинче Щелково метроран тухнă çĕрте пĕр хĕрарăм макăрса ыйтнине асăрханăччĕ
Василий Павлович. Унăн та ача вилет... Хĕрарăмпа арçын хушшинче расналăх пурах çав, ку шăп-шăпăрт тăрать...
Василий Павлович магазина кĕрсе тухрĕ те арçын умĕнчен çывăхраххăн иртме тăрăшрĕ. Кăкăр умĕнчи хута тĕсерех пăхрĕ. "Оля, 4 çулта", - вуларĕ вăл. Ун çине сарă çỹçлĕ хĕр ача пăхрĕ. Куçĕсем - кăн-кăвак. Пичĕ - çап-çаврака. Василий Павлович умĕнчен иртсе кайнине арçын асăрхамарĕ те пулас, мĕнле тăнă, çаплипех тăрса юлчĕ. Çынсем патне тухнă пулсан та, йывăр шухăшсем вĕсемпе пулма памарĕç пулас.
Çывăрма выртсан та Василий Павлович арçынпа унăн хĕрне манаймарĕ. "Тен, ултавçă кăна, - лăплантарчĕ вăл хăйне. - Мускавра ун пеккисем сахал-и? Артистран та артистсем".
Арçыннăн - шухăшлă, хĕр ачан - кăн-кăвак куçĕсем ун умĕнче пулчĕç. Мĕн çамрăкран пĕлекен ашшĕн калавĕ халĕ каллех унăн чĕлхи вĕçне килчĕ...
Ашшĕ вăрçăра летчик пулнă. Самолетпа вĕçнĕ. "Кукурузник" тенĕ ăна. Партизансене вăрçă хатĕрĕсем, апат-çимĕç, эмелсем çитерсе панă. Хăш-хăш чухне аманнисене илсе тухнă.
"Пĕррехинче пĕр ял çумне анса лартăм, - каласа паратчĕ вăл. - Партизансем пĕчĕк çулпа ертсе кайрĕç мана. Аманнисем унта иккен. Апатланса кайма сĕнчĕç.
Лараттăм сĕтел хушшинче, кăмака хыçĕнче такам макăрнине илтрĕм. "Кам унта?" - ыйтатăп кил хуçи арăмĕнчен. "Манăн хĕр, чирлĕ вăл, вилет" - амăшĕ те йĕрсе ячĕ. Чаршава уçса ятăм та çичĕ-сакăр çулхи хĕр ачана куртăм. Куçĕсем тулли куççуль... Йăлăнса пăхать ман çине, мана та илсе кай тет ĕнтĕ... Юнашар пиччĕшĕ пырса тăчĕ. Вăл вун-вуниккĕре пулĕ. Вăл та йăлăнса пăхать... "Пулăш, йăмăкăм вилет", - тет ăшĕнче. Сăмахпа мар, чунпа, куçпа йăлăнаççĕ ачасем...
Çук, илмерĕм самолет çине хĕр ачана... Юрамасть... Вырăнĕ те çук. Лартăм та штурвал умне макăрса ятăм. Çул тăршшĕпех йĕтĕм... Халĕ те, вăрçă хыççăн та çав çамрăк пепкене аса илсен куççуль тухать. Мĕн чухлĕ юлташа çухатнă пулĕ вăрçă хирĕнче, хĕр ачана шелленĕ чухлĕ вĕсене шеллемен. Мĕншĕн тесен вăл - çамрăк, пурнăçа анчах курма пуçланă çын. Мĕн тумалла пулнă-ши манăн? Тен, пĕр партизанне илмесĕр ăна илмелле пулнă? Халĕ пулсан хăрамастăмччĕ трибуналтан, хам вилсен те хĕр ачана çăлаттăм. Ăна та, унăн пиччĕшне те халĕ те шел... Вĕсен умĕнче мана намăс".
Василий Павлович, ашшĕ калавĕнчи кашни сăмаха пĕлекенскер, тепĕр кун каллех супермаркет умне кайма шутларĕ. "Пырать-ши вăл унта, вĕсем кашни кунах пĕр çĕрте тăраççĕ. Тухас пулсан та каярахпа, çынсем ĕçрен тухсан пырать ĕнтĕ", - шухăшларĕ вăл. ...
Арçын хăйĕн вырăнĕнчех тăрать. Ĕнерхи пекех, килне те кайман тейĕн.
- Сывлăх сунатăп, - терĕ Василий Павлович ун патне пырса. Лешĕ пуçĕпе сĕлтрĕ.
- Мĕн пулчĕ-ха çав териех? - хăюсăррăн ыйтрĕ асли.
- Чир хуçса хучĕ пире, - хуравларĕ кĕçĕнни тытăнчăклă сасăпа.
- Мĕнле чĕнеççĕ Сире?
- Анатолий.
- Мана Василий Павлович теççĕ.
- Хавас.
- Тахçантанпах асапланатăр-и?
- Мĕн çуралнăранпах. Халĕ вара вĕçне çитетпĕр... Ĕлкĕреймесен çухататпăр хĕре. Германире операци тума питĕ нумай укçа кирлĕ... Пĕлместпĕр ĕнтĕ, тем тумалла... - Хăвăр ăçтисем?
- Светлана арăм та, хам та Саратов облаçĕнчен, пĕр ялтан. Ял хуçалăхĕнче ĕçленĕ, килте утмăл-çитмĕл сысна усраттăмăр. Мĕн усси? Ĕçлетĕн-ĕçлетĕн, укçи çук. Пилĕк çул каялла Мускав облаçне, Балашиха хулине куçса килтĕмĕр, пĕр пỹлĕмлĕ кивĕ хваттер илтĕмĕр. Тепĕр çулталăкран Оленька çуралчĕ. Сывă ача пулмарĕ... Пурăнса каяттăмăр-ха эпир майĕпен, çак чир пĕтерчĕ пире.
- Ĕçлетĕр пулĕ-ха?
- Светлана столовăйĕнче ĕçлеме тытăннăччĕ, чашăк-тирĕк çунă çĕрте. Кăштахран - декрет, халĕинвалид ачапа килте ларать. Хам эпĕ грузчикре çỹретĕп.
- Çынсем укçа параççĕ-и кăштах?
- Питĕсахал...
-Тен, Сывлăх министерствине каймалла, депутатсенчен ыйтмалла?
- Пулнă. Квота çук теççĕ.
- Халĕ вĕт чирлĕ ачасене пулăшакан тем тĕрлĕ фонд та пур...
- Пур та - пире валли мар. Телейсĕр çын телейлĕ пулайтăр-и вăл?
Василий Павловичăн чунĕ кỹтсе килчĕ. "Мĕнле-ха пулать вăл çапла: патшалăхăн тем тума та укçа пур, вилекен ачасене çăлма халăхăн укçа пухмалла. Çук вĕт-ха, кирлĕ чухлĕ тенкĕ пухаймаççĕ!" - шухăшларĕ вăл.
- Анатолий, - терĕарçын, - çырса пар-ха ман телефон çине хăвăн номера. Тен, май килет сире пулăшма...
Вăл Мускавăн Марьино районĕнчи урамсемпе утрĕ. Кунта пĕве хыççăн пĕве пуçланать. Унччен кунта киленме килетчĕ, халĕ, кĕркуннехи кун, хура тĕслĕ курăнакан пĕвери шыв ăша тăвăлтарчĕ, кăмăла пусарчĕ. Анатолийпе Светлана пекех, Василий Павловичпа мăшăрĕ Ирина Петровна ялта çуралса ỹснĕ, вăрçă нушине тỹссе ирттернĕ. Аллăмĕш çулсен пуçламăшĕнче Мускава куçса килнĕ. Марьинăра заводра ĕçленĕ. Кунтах вĕсем пĕр-пĕринпе паллашса çемье çавăрнă. Пурнăç çакăнтах иртсе кайрĕ. Ирина Петровна виçĕ çул каялла вилчĕ. Василий Павлович ун чухне сакăр вунă çул тултарчĕ. "Ыран завод директорĕ Илья Иванович патне каятăп, Ветерансен кунне чĕнсен ялан завод пуянлăхĕпе мухтанать, нивушлĕ чирлĕ ачана пулăшаймасть?" - шухăшларĕ вăл çывăрма выртас умĕн.
Василий Павловичăн Илья Ивановичран ыйтма сăлтавĕ те пур. Вăл цех начальникне çитнĕччĕ, вĕсем патĕнче çамрăк мастер ĕçлеме пуçларĕ.
- Килĕшрĕ çĕнĕ çын, пултарулăхне пĕрремĕш кунсенчех кăтартма пуçларĕ. Май килнĕ таран Илья Ивановича пулăшма тăрăшрĕ цех пуçлăхĕ. Василий Павлович пенсие тухма хатĕрленнĕ вăхăтра вăл директор çумĕ пулса та тăчĕ. Халĕ акă - генеральнăй директор. Завод ветеранне курсан, секретарьша хуçкаланса тăмарĕ, хăвăртах директор пỹлĕмне илсе кайрĕ.
- Сывлăх сунатăп, Василий Павлович! - хавассăн кĕтсе илчĕ ăна Илья Иванович.
- Ватăлма пĕлместĕр, çаплипех тăпăр-тăпăр!
- Çулĕсем малалла мар, каялла... - терĕ арçын.
- Аптрас теместпĕр-ха çапах та!
- Пире килсе курнишĕн эпĕ питĕ хавас... Ыйту пурччĕ-ши?
- Çапла çав, Илья Иванович, ахальтен килмерĕм. Пысăк хуйхă илсе çитерчĕ Сирĕн пата.
- Мĕн сиксе тухрĕ?
- Ĕçĕ акă еплерех... Тăватă çулхи хĕр ача чирлет, операци тума миллионшар тенкĕ укçа кирлĕ. Пухаççĕ-ха, пулăшакансем пуррипе... Тата нумай кирлĕ. Завод пĕр пилĕк миллион куçарса параймасть-ши? Сирĕн предприятишĕн вăл пысăк укçа пулас çук.
- Хĕр ачи кам, сирĕн тăван-и?
- Çу-ук, тăван мар, ăнсăртран ашшĕпе паллашрăм. Илья Иванович кăштах шухăша путнă пек пулчĕ. Пуçне çĕклерĕте ватă çын çине пăхрĕ.
- Çук, Василий Павлович, пиллĕк мар, пĕр миллион та çук. Халĕэпир пысăк реконструкци тăватпăр. Ют çĕршыв компанийĕсемпе ĕçлетпĕр. Кĕçех çĕнĕ производствăсем уçатпăр. Çĕнĕ персонал пухасшăн тата...
- Юрать, ан калăр малалла, - терĕветеран.
- Укçа вăл такамăн та çитмест. Ăшра хĕрхенỹ пулмасан çынна пулăшма миллион тенкĕрен пĕр пус тупăнмасть.
- Эсир ан çиленĕр, Василий Павлович. Пултарнă пулсан шалккăччĕ-и? Манăн вĕт тата директорсен совечĕ пур, ыйтăва унта пăхса тухмалла... Василий Павлович куçĕ тĕлне Илья Ивановичăн аллинчи сехет лекрĕ. Юлашки тĕл пулура, ветерансем пухăнсан, генеральнăй директор хăйĕн çумĕсем умĕнче мухтаннине аса илчĕ вăл. Пилĕк миллион парса ют çĕршывра сехет туяннă иккен Илья Иванович. Акă халĕ çав сехет унăн аллинче. "Мĕнле пулать-ха вăл çакăн пек тĕрĕсмарлăх?! - шухăшларĕ Василий Павлович.
- Пĕрисем сехет илме кăна миллионшар тенкĕ пĕтереççĕ, теприсем укçа тупаймасăр вилеççĕ... Ăнланма пулать-и çакă тĕнчене?"
- Юрать, апла пулсан, - терĕветеран.
- Эпĕ каям-ха эппин...
- Эсир килсех çỹрĕр, - ăсатрĕ ăна Илья Иванович. Нумайччен лăпланаймарĕ пулсан та, Василий Павлович Оленькăна çăласси пиркиех шухăшларĕ. Хваттерне çитсен пĕр хушă кухньăра сĕтел хушшинче ларчĕ те сăмахпах каларĕ:
- Сутса яратăп ку хваттере, виçĕ пỹлĕм мĕн тума кирлĕ мана? Пĕр пỹлĕм те çитет ватлăхра. Пĕртен-пĕр хĕрĕ патне шăнкăравларĕ.
- Валя, ман санпа тĕл пулса калаçмалла. Кĕр-ха паян каçхине.
- Çук, атте, пултараймастпăр, паян эпир Васьăпа бассейна каятпăр ĕç хыççăн. Бассейнĕ, чăн та, Марьинăрах та... Çук, çук, пултараймастпăр, вăхăт çук, ыран пирĕн ĕçе каймалла! Хĕрĕ ашшĕ патĕнче хăçан пулнине те астумасть ватă çын. Пĕртен-пĕр мăнукĕн сăнне те мана пуçланă.
- Килетĕр! - хыттăн каларĕ халĕ вăл. Чăн та каçхине Валяпа Вася ашшĕ патне кĕчĕç.
- Ачасем, итлĕр-ха, эпĕ çак хваттере сутасшăн. Мана ватлăхра пĕр пỹлĕмли те çитет, - пĕлтерчĕ вĕсене.
- Тĕрĕс, паллах, - терĕ Валя.
- Виçĕ пỹлĕм тытса тăма каллех укçа кирлĕ. Сут, - калаçрĕ вăл.
- Пулăшатпăр сутма. Укçине пире паратăн, мăнукна валли майĕпен пухатпăр, хваттерлĕ тăватпăр.
- Эсир çапла шухăшлатăр пулĕ те, юнашар тенĕ пек тăватă çулхи хĕр вилет. Ăна çăлма укçа кирлĕ.
- Мĕнле хĕр ача? - ăнланмарĕ хĕрĕ.
- Кам пирки калатăн, атте?
- Ашшĕне урамра тĕл пултăм, укçа ыйтать...
- Эх, эсĕ те çав, ватă çын! Ун пек ыйтакансем сахал-и? - калаçăва хутшăнчĕ кĕрỹшĕ.
- Вася тĕрĕс калать! - касса хучĕ хĕрĕ.
- Çĕршывĕпе пиншер ача пулăшу ыйтать. Валеç кашнине хваттер! Çитет-и вĕсене хваттер! Сана кам пулăшса курнă?
Василий Павлович ăна çирĕппĕн çапла каларĕ:
- Эпĕ шухăшласа хунă пекех пулать: хваттере сутса чирлĕ Оленькăна пулăшатăп.
- Ват супнă мар-и! - кăшкăрчĕ хĕрĕ.
- Ватăлаççĕ те ухмаха тухаççĕ. Санăн хăвăн мăнуку пур, мĕншĕн ун пирки шухăшламастăн? Ют çын ачи хаклăрах-и сана?
- Сывă мар çынна пулăшасси хаклăрах, - терĕ Василий Павлович.
- Вăл - чирлĕ, вилме пултарать... Ăна халех пулăшу кирлĕ...
Василий Павлович Анатолийпе тĕл пулчĕ. Хваттерне сутасси пирки пĕлтерчĕ. Лешĕ хирĕçлерĕ, çынсенчен лайăх мар пулĕ тесе каларĕ.
- Анатолий, - терĕ пĕр каçхине Василий Павлович. - Ăнланатăп, пилĕк миллион, тен, пулăшаймасть те сире, анчах манăн чун таса пулать. Тархасшăн, пулăшсам мана хваттер сутма.
- Пултараймастăп, - терĕ Анатолий.
- Мана ултавçă тесе айăплĕç. Ан та сут. Ачу-пăчу мĕн калĕ?
- Сире укçа кирлĕ вĕт-ха? - ыйтрĕ ватă çын.
- Питĕ кирлĕ, - йĕрсех ячĕ Анатолий.
- Курасчĕ Сирĕн Оленька мĕнле асапланнине...
Василий Павлович Анатолий çине шухăшлăн пăхса илчĕ... Хваттере сутма йывăрах пулмарĕ иккен. Тỹлевне те тепĕр çĕре хăвăртах куçарчĕç çамрăк çынсем. Карттă çинчи укçапа Василий Павлович Балашихăна çул тытрĕ. Анатолийпе Света, чирлĕ ачине пула çĕр çывăрманскерсем, Василий Павловича сỹрĕккĕн кĕтсе илчĕç.
- Эпĕ пилĕк миллион илсе килтĕм, - пĕлтерчĕ вĕсене ватă çын.
- Василий Павлович, хваттере сутмалла марччĕ! - терĕ Анатолий.
- Сирĕн хăвăрăн та ача пур...
- Эпĕ, - терĕ Василий Павлович, - ăшă туйăмпа. - Сирĕн кăмăл мар, Оленькăн кăмăлĕ пултăр... Сирĕншĕн мар, Оленькăшăн...
Светлана арçынна ыталарĕ. Унăн пичĕ тăрăх куççулĕ юхрĕ. Василий Павлович питне лексе тата хытăрах çунтарчĕç çак куççуль тумламĕсем.
- Тен, Оля ура çине тăраймĕ те... Анчах Эсир пирĕнпе пулни, пулăшни темрен те хаклă, ку телейрен те телей! Василий Павлович, тархасшăн, ниçта та ан çухалăр! Эсир пире вăй парса тăратăр! Василий Павлович хваттер укçине хăварчĕ те килне васкарĕ. Халĕ вăл чăннипех васкарĕ. Хăйĕнпе хăй калаçасшăн пулчĕ çак вăхăтра. Калаçăвĕ çакăн евĕр килсе тухрĕ унăн. "Эсĕ, Василий Павлович, халиччен çынна ырă туса курнă-и?" - ыйтрĕ такам. "Паллах, - терĕватă çын. - Цех начальникĕ пулнă чухне пĕрне хваттер илме пулăшнăччĕ, теприн ачине садике вырнаçтарнăччĕ... Хăшĕн-пĕринне ачине аслă шкула вĕрентме кĕртмелле... Теприн упăшки вилнĕ... Пурне те пулăшас тенĕ. Çук, укçашăн та мар, ырă сăмахшăн та мар... Чун хушнипе тунă". "Эсĕ, - терĕ каллех çав сас, - мухтанатăн-и хăвăн ĕçỹсемпе?" "Çук, мухтанмастăп, - пĕлтерчĕ пĕлĕте Василий Павлович.
- Турра пĕлтерсе тумалла-и ырă ĕçе? Ырă ĕçе Турă хăйех курать...
" "Эсĕ, - терĕ каллех çỹлти сасă, - пĕлетĕн-и хăвăн йăнăшсене?" Василий Павлович, хуравне тупса хунăскер, кăштах шухăшларĕ те çапла каларĕ: "Пĕлетĕп. Эпĕ айăплă. Çын умĕнче те, Турă умĕнче те эпĕ яланах айăплă. Каçарăр..." Çỹлти сасă шăпланчĕ. Каçарнине те, каçарманнине те каламарĕ. Василий Павлович, пĕр вăхăт аптăраса тăнăскер, ыран каллех Оля патне кайма шухăшласа хучĕ. ...
Балашихăна каясси пулмарĕ. Василий Павлович вырăн çинчен тăчĕ кăна, хăсма пуçларĕ. "Юн пусăмĕ ỹснĕ, - терĕвăл хăйне. - Эмелсем ĕçмелле..." Эмелĕсене ĕçрĕ. Юн пусăмĕ йĕркене кĕчĕ. Хăстарма пăрахрĕ. Анчах та чунра лăпкă мар, чĕри ыратать... "Выртсан иртсе каять", - шухăшларĕ вăл. Чăн та, пĕрре кăна пулнă-и кун пекки? Ыратсан-ыратсан иртсе кайнă. Халĕ те иртет пулĕ-ха... Василий Павлович утиял айне кĕрсе выртрĕ. Шаларах та шаларах выртсан çăмăлтарах пулассăн туйăнчĕ ăна. Унпа каллех çỹлти сасă калаçрĕ.
"Эсĕ, Василий Павлович, пурнăçра пĕтĕмпех тĕрĕс тунă-и?" - ыйтрĕ вăл.
"Çук", - терĕватă çын. "Эсĕ çынна улталанă-и?"
"Çук". "Чапшăн, мухтавшăн çуннă-и?"
"Çук". "Укçа, мул илĕртнĕ-и?"
"Çук". "Пулнă-и Сирĕн ĕмĕт?"
"Пулнă".
"Мĕнле ĕмĕт?"
"Çын пуласшăнччĕ..."
Çỹлти сасă çапла каларĕ:
"Кая юлман-ха..."
Василий Павлович, Балашихăна кайма пуçтарăннăскер, Анатолий патне шăнкăравларĕ:
- Ывăлăм, - терĕвăл,
- Оленька мĕнле? Эпĕ сирĕн пата пырасшăнччĕ. - Василий Павлович, эпĕ Светланăпа Ольăна Германие ăсататăп. Укçа пухăнчĕ, çынсем пулăшрĕç. Тен, тепрер кунтан тĕл пулăпăр? - сĕнчĕ Анатолий.
- Паллах, паллах, - терĕ Василий Павлович. Телефонне сỹнтерчĕ те чĕркуçленсе ларчĕ:
"Оля, Оля, сывал, - пăшăлтатрĕ вăл чĕререн.
- Эсĕ пулмасан манăн та пулмалла мар çак тĕнчере". Чĕркуççи çинче тăраканскер, Василий Павлович çаплипех Турăран пулăшу ыйтрĕ:
"Шеллех çамрăк чуна, каçар пире, аслисене, çылăхлăскерсене", - тесе пĕр вĕçĕмсĕр пăшăлтатрĕ вăл.
Вăхăт шурĕ. Акă тинех Светлана шăнкăравларĕ.
- Василий Павлович! Пирĕн Оленька утма пуçларĕ! - пĕлтерчĕ вăл. Ватă çын пукана хăй айне шутарса хучĕ те куççулĕпех йĕрсе ячĕ:
- Оленька, Оленька... Хаклă çыннăм, хаклă ачам... Эсĕ утни, эсĕ сывални темрен те хаклă. Пĕлет-ши çакăн пек телее тепĕр çын?
Палăртнă кун Анатолийпе унăн ывăлĕ Коля, Василий Павлович чечек çыххисем илсе аэропорта кайрĕç. Светланăпа Оля Германирен таврăнчĕç...
Аэропорт залне çап-çутă сăнлă амăшĕ кĕрсе тăчĕ. Унăн аллинчи хĕрĕн куçĕсем те йăл-йăл çиçеççĕ, унччехи тунсăх палли те юлман... Çывăх çыннисем вĕсене Олимпиада çĕнтерỹçисене кĕтсе илнĕ пек кĕтсе илчĕç. Вĕсем чăннипех те чăн-чăн çĕнтерỹçĕсем, усал чире çĕнтернĕ чи хаклă çынсем, вĕсенчен хакли çĕр çинче никам та çук...
- Оленька! Оленька! - тесе Коля пĕчĕк йăмăкĕ тавра савăнăçлăн сиккелерĕ, ашшĕ Анатолий пĕр вĕçĕмсĕр макăрчĕ, Василий Павлович та куççулĕсене пытармарĕ... Çак самантра вĕсенчен телейли таврара никам та пулмарĕ пулĕ...
...Василий Павлович лăпкăнах Марьинăна çитрĕ. Анчах та сывлăхĕ пĕтĕм савăнăçа пĕтерчĕ. Унчченех чирленĕскер, вăл вырăнпах выртма пуçларĕ. Малтанах пĕтĕмпех иртсе каяс пек туйăнчĕ, каярах вара чирĕ шаларах та шаларах кĕрсе пычĕ. Хĕрĕ пĕртте шăнкăравламарĕ. Анатолийпе Светлана та Оля тавра кускаласа вăхăт тупаймарĕç пулас. Ватă çын вĕсем патне шăнкăравлама именчĕ. Çынсен - савăнăç, хĕрĕ пурнăç çулĕ çине тăрать...
Василий Павловичăн сывлăхĕ вара кашни кунах хавшаса пычĕ. Вăл вырăн çинчен те тăрайми пулчĕ. Пĕр кунхине Анатолий хăй шăнкăравларĕ.
- Василий Павлович, пирĕн Оля чупакан пулчĕ! - савăнăçне пытармарĕ вăл
. - Эсир ăçта? Мĕншĕн пирĕн пата килместĕр?
- Чирлерĕм-ха эпĕ, - пĕлтерчĕ ватă çын.
- Сире чăрмантарма та аван мар...
- Халех Сирĕн пата пыратăп, - терĕ Анатолий.
Вăл часах ватă çын патне çитрĕ. Хавшасах кайнă Василий Павлович çине пăхрĕ те:
- Юрамасть капла, - терĕ. Хăй çавăнтах мăшăрĕ патне шăнкăравласа нумайччен калаçрĕ.
- Тен, Эсир килĕшмĕр те, çапах та çакна сĕнсе пăхасшăн: кун пек чирлесе выртсан пĕччен пурăнма йывăр пулĕ, куçăр пирĕн пата... Василий Павлович пуçне пĕкрĕ.
- Кирлех-ши эпĕ сире? – терĕ вăл.
- Хăвăра та, авă, мĕн чухлĕ нуша тỹсме тиврĕ...
- Мĕн калаçатăр Эсир, Василий Павлович? Эсир пирĕншĕн пĕртте ют мар, нихăçан та ют пулмăр.
Хваттерне сутса, Василий Павлович Балашихăна куçса пычĕ. Анатолийпе Светлана ăна хăйсем патĕнче пĕр пỹлĕм уйăрса пачĕç. Хаваслăн чупакан Оля вара Василий Павлович патне пырса алăран туртрĕ:
- Атя, асатте, урама тухатпăр!
Василий Павлович халĕ Марьинăри мар, Балашихăри кỹлĕ патĕнче уçăлса çỹрерĕ. Унпа юнашарах пĕчĕк хĕр пĕрчи сиккелерĕ. Юнашарах Коля та утса пычĕ.
- Мĕн эсĕ, асатте, салхуллантăн? - ыйтрĕ Оля.
- Пăх-ха, çанталăк епле хитре!
Чăн та, Василий Павлович кăштах сỹрĕкленнĕччĕ. Оля сăмахĕсене илтрĕ те тỹпенелле тинкерчĕ.
Ноябрь 2024 |