Çĕнĕ проекта район 95 çул тултарнине халалланă

Категория: Публикации Опубликовано: 11.02.2022, 13:13 Просмотров: 546

ТУÇАРИ вăтам шкул умĕнчи лапам темиçе çул ĕнтĕ хĕллехи кунсенче юмах тĕнчине çаврăнать. Юртан тата пăртан ăсталанă юмахри кỹлепесем çынсене таçтанах илĕртеççĕ. Сăмах май каласан, хăшĕ-пĕри кунта ятарласа фотосессине те килет... Кăçалхи темăна вара Туçасем Патăрьел районĕ 95 çул тултарнине халалланă. Вячеслав Свинцов педагогика ĕçĕн ветеранĕ ертсе пынипе вĕсем "Паттăр ене - 95 çул" проектпа пăртан пăхаттирĕн пысăк кỹлепине касса кăларнă, тĕрлĕ тĕспе сăрласа сăн кĕртнĕ. Ăстасен ĕçĕпе вăхăт тупса вырăна çитсе паллашсан та ỹкĕнмĕр!

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика