ПАТĂРЬЕЛ районĕн мăнаçлăхĕ шутланакан Пăла юхан шывĕпе унăн тавралăхĕ 15-20 е тата ытларах çул каяллахипе танлаштарсан питĕ улшăнчĕ. Ун чухне вăл ачасемпе аслисемшĕн çуллахи "бассейн" шутланнă, пурте кунта шыва кĕрсе савăннă, илемпе киленнĕ. Паян вара? Куç пек тăрă шыв пăтранчăк юхан шыва çаврăнни çеç мар, çынсем ăна çỹп-çап, килти ытлашши каяша тăкмалли вырăн пек усă курни тарăхтарать, тĕлĕнтерет те. Акă, çак кунсенче çеç Кивĕ Катек çывăхĕнчи çыран хĕррине такам пĕр лав хĕрлĕ севок пырса силленĕ. Ытлашши пулнăран мар, паллах. Пахча çимĕç лайăх хĕл каçман курăнать. Типнисем те, çĕрнисем те пур-тăр. Çапах та унăн вырăнĕ Пăла хĕрри пулмалли-ши? Енчен те пурте çапла хăтлансан пирĕн Юхма Ен мăнаçлăхĕ полигона çаврăнмĕ-ши? Усал хыпар пирки хаçат редакцине çак ялтанах шăнкăравласа пĕлтерчĕç. Киревсĕр ĕçшĕн чунне ыраттаракансем те пур. Çут çанталăка варалама вара никамăн та ирĕк çук!
Ноябрь 2024 |