Пуçламăш классен учителĕсем вĕрентекенсен йышĕнче курăмлă халăх. Вĕсен ĕçĕ питех те яваплă, пĕрремĕш класа килнĕ ачасене шавлă шкул пурнăçне ертсе кĕреççĕ. Çитĕнекен ăру мĕн чухлĕ ăс-тăн, кăмăл-сипет пуянлăхне пухасси вĕрентекенрен нумай килет.
Педагог вара хăй те пĕлĕвне ỹстерсех пырать. Шăпах çак енсене кăтартас тĕллевпе район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт управленийĕн информаципе методика центрĕ дистанци мелĕпе районти пуçламăш классен учителĕсен Х методика фестивальне ирттерчĕ.
Çĕнтерỹçĕсем çаксем пулчĕç:
"Чи лайăх урок" номинацире Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Светлана Урукова, "Чи лайăх мастер класс" - Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулти Румия Куликова,
"Класс тулашĕнчи чи лайăх мероприяти" - Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Олеся Перепелкинăпа Надежда Иванова,
"Чи лайăх проект" - Э.Феизов профессор ячĕллĕ Шăнкăртамри вăтам шкулти Гульнара Мухаметнурова,
"Чи лайăх методика ĕçĕ" - Аслă Чементи вăтам шкулти Алина Ананьева.
Мероприяти тишкерĕвĕ çакна палăртать: вĕрентекенсем педагогика технологине лайăх алла илнĕ. Уроксене ирттермелли, класс тулашĕнчи ĕçсене йĕркелемелли мелсене аван чухлаççĕ. Хăйсен проекчĕсене хỹтĕлеме пултараççĕ. Ĕçре компьютерпа туллин усă кураççĕ.
Экспертсем вĕрентекенсен пултарулăхне виçĕ критерипе хакларĕç. Фестивальтен чылай педагог ĕçре усă курмалли çĕнĕлĕхе илме пултарчĕ. Унта хутшăннисем характерĕпе те, çулĕпе те, професси ăсталăхĕпе те тĕрлĕрен. Пурне те вĕсене ачасене виçесĕр юратни, çитĕнекен ăрăвăн малашлăхне ырă, пуян, интереслĕ тума тăрăшни пĕрлештерсе тăрать.
А. ИВАНОВА
Ноябрь 2024 |