Палламаннисемпе асăрхануллă пулмалла

Категория: Публикации Опубликовано: 11.02.2022, 13:22 Просмотров: 518

Çитĕнекен ăрăва тимлĕ пулма хăнăхтарас тĕлĕшпе ача садĕнче сахал мар ĕçлетпĕр. Хăрушсăрлăх эрнинче аслă ушкăнрисемпе кăсăкпă мероприяти ирттертĕмĕр. Ачасене палламан çынпа калаçу пуçарма юраманнине асăрхаттартăмăр. Çакнашкал ларура хăйсене мĕнле тытмаллине вĕрентрĕмĕр. Çак темăпа çыхăннă юмахсене вуласа патăмăр. "Хĕрлĕ калпак", "Кашкăрпа çичĕ качака путекки", "Виçĕ сысна çури" юмахсене вĕсем пĕрремĕш хут çеç илтмеççĕ. Алă айĕнче пирĕн плакатсемпе инструкцисем те сахал мар.

Мероприятие ачасем хастар хутшăнчĕç. Кашнийĕшĕ хăйĕн шухăшне палăртрĕ. "Алăка ман пата кам шаккать?" калаçу та вырăнлă пулчĕ тесе шутлатпăр. Инкеке лекес пулсан васкавлă пулăшу ыйтса шăнкăравлама хăнăхтартăмăр. Хăйсем пурăнакан адреса асра тытма ыйтрăмăр. Çакнашкал сĕнỹсем кĕтмен лару-тăрура çухалса кайма май памаççĕ тесе шутлатпăр.

М. АНДРИАНОВА, воспитатель

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика