Эпĕ кĕçĕн çулхи ачасемпе ĕçлетĕп. Пирĕн ушкăна килнĕ чухне теприсем калаçма та пĕлмеççĕ. Вĕсен чĕлхине аталантарасси çине тимлĕх уйăрма тăрăшатпăр. Сенсорлă воспитани пысăк пулăшу кỹрет. Тăван тавралăхпа паллашни ачана япаласене уйăрма хăнăхтарать, сăмахсене тĕрĕс калама явăçтарать. Ĕçре Б.Никитинăн "Ступеньки творчества или развивающие игры" кĕнекипе усă куратпăр. Мĕн тĕрлĕ вăйă çеç çук унта. Автор 1,5 çулхи ачасемшĕн "Рамки и вкладыши М.Монтессори" питех те усăллă пулнине палăртать. Çак пособи те алă айĕнчех. Ăна туянма ачасен ашшĕ-амăшĕ пулăшрĕ. Çакăн хыççăн кĕтнĕ ĕмĕт пурнăçа кĕчĕ.
Л.УЗБЕКОВА, воспитатель
Ноябрь 2024 |