РЕСПУБЛИКĂРИ Ĕçлев министерствине пăхăнса тăракан Патăрьелĕнчи социаллă хỹтлĕх центрĕн тытăмĕнче ултă уйрăм. Вĕсем пурте тĕрлĕ ушкăнти граждансен ыйтăвне тивĕçтерес, вĕсене кирлĕ пулăшу парас тĕллевпе тимлеççĕ. Акă, киле кайса пулăшу паракан икĕ уйрăм иртнĕ çулталăкра 38112 хутчен социаллă çăмăллăхпа тивĕçтернĕ. Васкавлă пулăшу парас енĕпе тимлекен пайра тăрăшакансем вара пĕлтĕр 8853 çыннăн ыйтăвне татса 12358 çăмăллăх панă. Çавăн пекех ачасемпе, çемьесемпе ĕçлекен соцработниксем профилактика субъекчĕсемпе 167 хутчен пĕрлехи рейд йĕркеленĕ, 868 çемьен пурнăç условине тиштернĕ. Районти социаллă хỹтлĕх центрĕн ĕçченĕсем коронавирус чирĕнчен асăрханас тĕлĕшпе те пысăк ĕç туса пыраççĕ, ватăсене эмелпе, апат-çимĕçпе тивĕçтереççĕ, ялти ватăсене хăйсен ыйтăвĕпе сиплев учрежденине илсе тухаççĕ тата ытти те.
Ноябрь 2024 |