ПАСАР хакĕ пасармасть теççĕ. Тавар хакĕ паян пĕр тĕрлĕ, ыран тата ăрасна. Улшăнса çеç тăрать. Хăваласа çитме çук темелле... Нумай пулмасть çеç "Юхма" пасарĕ умĕнче сутă тăвакан кинемейсенчен пĕр çăмартана 6-7 тенкĕпех илме пулатчĕ. Паян вара унăн пĕр теçеткине 100 тенкĕсĕр те туянаймăн. Хĕллехи вăхăтра кăт-кăтиксем канаççĕ курăнать, пысăк хакпа та килти йăвара тунă çăмартана ирĕккĕнех туянма çук-мĕн. Православи тĕнне ĕненекенсем кăçал аслă Мăнкун уявне апрелĕн 24-мĕшĕнче паллă тăваççĕ. Пысăк праçникчен вăхăчĕ самай пур-ха, икĕ уйăх ытла темелле. Çавăнпа та пысăк уявăн символики юмахри "ылтăн çăмартана" çаврăнма пултармасть-ши?
Ноябрь 2024 |