Пĕр çын хастарлăхĕ çĕр çыннăн çăварне хуплать...

Категория: Публикации Опубликовано: 15.02.2022, 09:19 Просмотров: 547

ХĔЛ сивĕ те хаяр пулнăшăн никам та, нихçан та ỹпкелешмест. Çанталăкпа килĕшỹллĕн çеç тумне тăхăнма тăрăшать. Вăл çил-тăманлă та юрлă пулсан, çулсемпе тăкăрлăксене хỹсе хурсан вара влаçрисемпе яваплă организацисен ячĕпе çĕр çыннăн çĕр тĕрлĕ ỹп- кев: вăхăтра çула тасатмаççĕ, контейнер патне пыма çук сăрт хỹсе кайнă, çурт тăрринче купаланакан юр хăрушлăх кăларса тăратать тата ытти те. Тĕрĕсех ĕнтĕ, çỹлте ларакансен çынсен шухăшне, ыйтăвне шута илмелле, кашнийĕ хăйсен тивĕçне те кирлĕ пек пурнăçламалла.

Çапах та хăш-пĕр ыйтăва тỹрех тĕнче тетелне кăлармасăр та татса пама май пур. Акă, Патăрьелĕнчи Гагарин урамĕнчи 2, 4, 6-мĕш çуртсенче пурăнакансем валли вырнаçтарнă çỹп-çап тăкмалли контейнерсен (3 ешчĕк) площадкине тата унăн умĕнчи лапама 65 çулти Александр Осипов пенсионер кашни юр çумассеренех тасатса, тирпейлесе тăрать. Пĕрре те ỹркенмест. Çак ĕçе хастар çулталăкăн ытти тапхăрĕсенче те тивĕçлипе пурнăçласа тăрать. Çавна май контейнерсен таврашĕнче яланах тирпейлĕ. Калăн, пенсионера укçалла тара тытнă... Коммуналлă çуртсенче пурăнакансен çак пенсионертан тĕслĕх илсе ыр кăмăлшăн ĕçлени пачах та ытлашши пулмĕ.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика