Пурте йĕркене пăхăнассипе çыхăннă РАЙОНТА çул-йĕр хăрушсăрлăх енĕпе кашни уйăхрах тĕрлĕрен операци йĕркелеççĕ. Ĕнер вăл "Автобус" ятпа иртнĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ - çула тухакан юсавсăр автобуссене тупса палăртасси, вĕсем çынсене илсе çỹренĕ чухне хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнасси. Февралĕн 21-23-мĕшĕсенче тата мартăн 5-7-мĕшĕсенче "Ỹсĕр водитель" операци кунĕсенче инспекторсем руль умне ларакансем эрех ĕçнине тĕрĕслĕç. Сăмах май каласан, январьте çак сăлтавпа теветкеленсе çула тухакансем иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан икĕ хут ытларах пулнă.
Юлашки вăхăтра кĕртнĕ çĕнĕ операцисенчен пĕри - "Переоборудование" ятлă. Февралĕн 24-мĕшĕнче патшалăх автоинспекцийĕ ирĕк памасăр транспорт хатĕрĕн конструкцине улăштарнă водительсем ГИБДД сотрудникĕсен аллине çаклансан вĕсен йĕркепе çыхăннă айăпа сирме сăлтав тупăнмĕ.
Ноябрь 2024 |