Патшалăх деятелĕ, экономика наукисен кандидачĕ Рамиль Ямалетдинович Незеев февралĕн 19-мĕшĕнче 85 çулхи юбилейне паллă тăвать. Вăл Хирти Пикшикре 1937 çулта çуралнă.
Р. Незеев - Хусанти ял хуçалăх институчĕн выпускникĕ. Вăл хăйĕн ĕç çулне 1959 çулта Патăрьелĕнчи юсавпа техника станцийĕнче инженер-механикрен пуçланă. Комсомол райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ, ВЛКСМ Чăваш обкомĕн иккĕмĕш секретарĕ пулнă. 1962-1972 çулсенче республикăри "Ял хуçалăх техники" пĕрлешĕвĕн аслă, тĕп инженерĕнче, "Чувашптицпром" трестăн ертỹçинче тăрăшнă. 1972-1976 çулсенче - КПСС Чăваш обкомĕн ял хуçалăх пайĕн инструкторĕ, строительство пайĕн заведующийĕн çумĕ, 1979-1986 çулсенче - КПСС Чăваш обкомĕн экономика, агропромышленность пайĕсен заведующийĕнче, 1986-1988 çулсенче - Чăваш АССРĕн Халăх тĕрĕслев комитечĕн председателĕнче, 1990-1994 çулсенче Чăваш Республикинчи ĕç енĕпе Патшалăх комитечĕн председателĕнче, 1994-2002 çулсенче Чăваш Республикинчи Пенси фончĕн уйрăмĕн управляющийĕнче вăй хунă. 2002-2008 çулсенче вăл - Санкт-Петербургри патшалăх политехника университечĕн Шупашкарти экономика тата менеджмент институчĕн (филиал) экономика, менеджмент тата маркетинг кафедрин доценчĕ.
("Çулталăк кĕнекинчен").
Ноябрь 2024 |