Инкек пулать пĕрре, унтан асăрханмалла пĕрле

Категория: Публикации Опубликовано: 18.02.2022, 09:30 Просмотров: 408

Хальхи вăхăтра районти çулсем çинче куçăм питĕ пысăк. Тепĕр чухне район центрĕнчи "пăкă" çула тухакан çыншăн чăрмав пулни те çакнах çирĕплетет. Паллах, автомашинăсем аслă çулпа унталла та кунталла чупни халăх пурнăçĕ начар маррине çирĕплетет. Çав вăхăтрах авари пулас хăрушлăха та пысăклатать. Çавăнпа та руль умĕнчи водительсен те, çуран çỹрекенсен те çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнни çеç инкек-синкеке сирме пулăшать.

РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн ГИБДД пайĕн начальникĕ Алексей Мальцев хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх 2022 çулхи пĕрремĕш уйăх начар мар вĕçленнĕ. Çапах асăрханмалли, тимлĕ пулмалли сăлтав çук мар. Акă, январь уйăхĕнче çеç район территорийĕнче 3 авари пулнă. Кăтарту иртнĕ çулхи çак вăхăтри пекех. Çул çинчи аварисенче вилекен пулман (100 процент чакнă), çав вăхăтрах иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан аманакансем 50 процент ỹснĕ.

- Чылай чухне аварисем çынсем çул-йĕр правилине пăхăнманран е çăмăлттайлăхпа сиксе тухаççĕ. Çавăнпа та чăн малтанах кашни çыннăн çул çинчи культурăлăха ỹстермелле, пĕр-пĕрне хисеплемелле. Çĕнĕ çулăн пĕрремĕш уйăхĕнчех районта административлă право йĕркине пăснă 361 тĕслĕхе шута илнĕ. Иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 44 процент ытларах. Вăл шутра руль умне ỹсĕрле ларнăшăн 14 çын ячĕпе протокол çырнă. Ку кăтарту 2021 çулхипе танлаштарсан 100 процент ỹснĕ. Районти çул-йĕр инспекторĕсем хăрушсăрлăх пиçиххипе усă курманшăн 32, хăвăртлăха пăхăнманшăн 58, светофорăн хĕрлĕ çути çине кĕрсе кайнăшăн 8, хирĕçле çул çине тухнăшăн 9, ача креслипе усă курманшăн 6 протокол çырнă. Йĕркене пăхăнман çак тĕслĕхсем пурте аварилле лару-тăру туса хума пултараççĕ,- пĕлтерчĕ Алексей Юрьевич.

А. ЕГОРОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика