Пилĕк пушартан иккĕшĕ мунчапа çыхăннă

Категория: Публикации Опубликовано: 18.02.2022, 09:30 Просмотров: 372

ИРТНĔ шăматкун, февралĕн 12-мĕшĕнче, Шăнкăртамри пĕр хуçалăхра пушар тухнă. Канмалли кун кил хуçисем ытти чухнехи пекех мунча хутнă. Анчах мăрьерен çулăм тухса тăракан çурăка асăрхаман. Инкекĕн сăлтавĕ те çакăнпах çыхăннă. Мунчара пурте çăвăнса тухнă хыççăн пĕр-икĕ сехетренех унтан тĕтĕм йăсăрланма пикеннĕ, вут хыпса илнĕ. Юрать-ха, ăна вăхăтра асăрханă, малалла алхасма паман. Районти пушар надзорĕнчен пĕлтернĕ тăрăх ку таранччен Юхмапа Пăла тăрăхĕнче шута илнĕ пилĕк пушартан иккĕшĕ шăпах мунча хутнă чухне хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнманнипе çыхăннă. Маларах çакнашкал пăтăрмах Кивĕ Ахпỹртре пулнă.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика