КĔÇĔн Арапуçĕнчи, Кĕçĕн Патăрьелĕнчи йĕлтĕр йĕрĕсем те, Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи пăр лапамĕсем те шăпланман-ха. Вĕсенче канмалли кунсенче çеç мар, каç кỹлĕм те ача-пăча, аслисем йĕлтĕрпе, конькипе ярăнаççĕ. Çĕнĕ Ахпỹртри катокра, сăмахран, тĕрлĕ класра вĕренекен ачасем хушшинче темиçе кун шорт-трек (пурте пĕрле тăрса ятарлă дистанцие чупни) ирттернĕ. Ăмăрту пурне те килĕшнĕ.
Сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем хушшинче çамрăк мăшăрсем, тивĕçлĕ канăва тухнисем пулни те кăмăллă. Сăмах май каласан, районта пурăнакансенчен 40 ытла проценчĕ хăйĕн сывлăхне спортпа çыхăнтарать.
Ноябрь 2024 |