Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен текен ваттисен каларăшĕ саманан кирек хăш тапхăрĕнче те кивелмест-тĕр.Хальхи вăхăтра чылай çын (уйрăмах çамрăксем) тĕнче тетелĕ урлă тĕрлĕрен тавар çырăнса илме, туянма тăрăшать. Анчах клиентсем почта урлă ăна алла илсенех кăмăла хуçма та пултараççĕ. Посылкăпа е бандерольпе социаллă сетьрен эсир ыйтнă е шантарнă тавар мар, пачах урăххи, йỹнни, пахалăхсăрри килет. Укçине маларах тỹленĕрен япалине илесех пулать. Ун пек чухне вара чавса та çывăх, анчах çыртма çук. Çавăнпа та хăвăра кирлĕ кирек мĕнле тавара та куçпа курса, пахаласа туянма тăрăшмалла.
Ноябрь 2024 |