Çак кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Николай Раськинпа тата районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕпе Николай Афанасьевпа Нăрваш Шăхалĕнче уçă вырăнта сывлăха çирĕп- летмелли комплекс тăвас ыйтăва хускатнă.
- Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕ спортпа туслисенчен пĕри, анчах кунта хальхи вăхăтри спорт лапамĕ, шел пулин те, çук. Физкультурăна малалла аталантарас, сывă пурнăç йĕркине пропагандăлас тесен сывлăха çирĕплетмелли комплекс кирлех. Унта вати-вĕтти çỹретĕр, район, республика шайĕнче ăмăртусене йĕркелеме май пултăр..." - тенĕ Николай Афанасьев депутат.
Сăмах май, Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕнче пурăнакансем тахçантанпах спортпа туслипе палăраççĕ. Уйрăмах çăмăл атлетикăна, ирĕклĕ майпа кĕрешессине, кире пуканĕ йăтассине, йывăр атлетикăна, велоспорта, волейболла тата футболла выляссине кăмăллаççĕ.
Спорт кăтартăвĕсемпе ял тăрăхĕ районта кăна мар, республикăра та малтисен ретĕнче. 2020 çул пĕтĕмлетĕвĕпе вăл "Чăваш Республикинчи спортпа туслă ял тăрăхĕ" кубока тивĕçнĕ. 2008 çултанпа республикăри ял тăрăхĕсем хушшинче йĕркелекен спартакиадăра, юлашки 10 çулта республикăри çуллахи спорт вăййисенче вырăс лаптине выляссипе призерсен, çĕнтерỹçĕсен йышĕнче.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - строительство, обществăлла инфратытăм пайĕн начальникĕ Равиль Ямалетдинов пĕлтернĕ тăрăх, сывлăха çирĕплетмелли спорт лапамĕ Нăрваш Шăхалĕн хĕвел анăç енче вырнаçмалла. Ăна 2023 çулта "Физкультурăна тата спорта аталантарасси" программăпа килĕшỹллĕн тумалла.
Сывлăха çирĕплетмелли ятарлă лапам халăхшăн кирлине пĕлтернĕ май Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Раськин: "Ял тăрăхĕнче çулленех кунта çуралса ỹснĕ Ирина Калентьева (велоспорт-маунтинбайк), Василий Бородкин (волейбол), Иван Исаев (ирĕклĕ кĕрешесси) Николай Николаев (йĕлтĕрпе эстафета), Валерий Мулендеев (велоспорт-шоссе), Сергей Тукмаков (велокросс) паллă спортсменсен ячĕпе район, республика, Раççей шйĕнче ăмăртусем йĕркелетпĕр, мини-футболла выляссипе йăлана кĕнĕ 6 турнир ирттеретпĕр", - тенĕ.
Рудольф Селиванов асăннă проект спорта юратакансене хăйсене аталантарма тата ытларах майсем панине, çак ял тăрăхĕнче кăна мар, ытти çывăх ялсенчи сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансем те хăйсен сывлăхне çирĕплетме килме пултарнине каланă.
О. БЕЛЬДЕКОВА
Ноябрь 2024 |