Чăваш Ен Пуçлăхĕ журналистсен     ыйтăвĕсене хуравларĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 01.03.2022, 08:42 Просмотров: 1096

Февралĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсемпе курнăçрĕ.

Мероприятие федераци, республикӑри тата районти массӑллӑ информаци хатӗрӗсен 40-е яхӑн журналисчĕ, ҫавӑн пекех вырӑнти блогерсем хутшӑнчӗҫ.  Вӗсенчен пӗр пайĕ видеоҫыхӑну мелĕпе ыйтусем пачĕ.   Журналистсем регион ертӳçин кăçалхи пирвайхи пресс-конференцийĕнче çĕкленĕ темăсем анлă та тĕрлĕ енлĕ пулчĕç.

Республикăн  социаллă  пурнă=.-

пе экономика аталанăвĕ, муниципалитетсен реформи, пурăнмалли çурт-йĕр, шкулсемпе ача сачĕсем тăвасси, транспорт ĕçне йĕркелесси, туризма аталантарасси… Паллах, массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсене юлашки кунсенчи ĕç-пуçа пула Чăваш Енри предприятисем Украинăпа тытакан хутшăнусем хавшама пултарасси те, хаксен ӳсĕмĕ те пăшăрхантарать.

Икĕ сехет ытларах тăсăлнă тĕл пулура Олег Николаев журналистсен кашни ыйтăвне тĕплĕ хуравлама тăрăшрĕ, вăл е ку ыйтупа хăйĕн позицине палăртрĕ.

А. Иванов

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика