Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗ, "Единая Россия" партин вырӑнти уйрӑмӗн секретарӗ Рудольф Селиванов Донецкран тата Луганскран ирĕксĕртен тарса килекенсене гуманитари пулӑшӑвӗпе тивĕçтерессине йĕркелес тĕллевпе волонтерсен штабӗпе канашлу ирттернӗ.
"Патӑрьелсем инкеке лекнисене яланах алă тăсаççĕ. Пĕрле чухне йывăрлăхсене чăтса ирттерме çăмăлрах. Эпир Луганск тата Донецк Халăх республикисенчен килекенсене те кирлӗ пулӑшу пама тӑрăшăпӑр. Çавна май пурне те «Единая Россия» парти пуçарăвĕпе йĕркеленĕ #ЭпирПĕрле проектпа килĕшÿллĕн эвакуаципе килекенсем валли япаласем пухас ĕçе хутшăнма чĕнетпĕр», - тенĕ Рудольф Васильевич.
Патăрьелĕнчи бизнес-инкубаторта (Патăрьел ялĕ, Ленин проспекчĕ, 16-мĕш çурт, 110-мĕш пÿлĕм) Донбасс çыннисем валли гуманитари пулăшăвĕ пухакан центр уçнă. Кунта гигиена, вырăн хатĕрĕсем, пластик савăт, йăлара усă курмалли техника, апат-çимĕç, канцтаварсем, кĕнекесем, ача-пăча япалисем йышăнаççĕ.
Сăмах май каласан, ĕнер районтан пĕрремĕш гуманитари пулăшăвне Шупашкарти "Çамрăксен пултарулăх центрĕ" учрежденине илсе те çитернĕ. Сăваплă ĕç малалла тăсăлать. Хĕрỹ лини телефонĕсем - 6-10--59, 6-20-06.
А. ИЛЬИН
Ноябрь 2024 |