ÇУТ çанталăкăн начар кунĕ, пулăмĕ çук теççĕ пулин те тепĕр чухне унăн ирĕкĕнченех хур курма та тивет. Вĕсенчен пĕри - çуркуннехи ейỹ вăхăтĕнче юханшывсенчи шыв çырантан тухса сарăлни, çынсене инкек кăтартма пултарни. Çавăнпа та шыв-шур тапхăрне ăнăçлă хатĕрленсе ирттерсе ярас тĕллевпе районта çулсеренех ятарлă комисси ĕçлет. Вырăнсенче шыв çулĕсене, пăрăхсене юртан, тулса ларнă çỹп-çапран уçса ярасси хальхи вăхăтра тĕп тĕллевсенчен пĕри. Тепĕр чухне инкек-синкек хамăртанах килет. Çавăнпа та çанталăк ăшăтса пынă май çуркуннехи шыв-шуртан асăрханас тесе пурнăçламалли ĕçсене кулленех сăнаса, йĕркелесе тăмалла. Ку тĕлĕшпе çынсене эвакуацилемелли, пур енлĕн пулăшу памалли условисем хатĕр пулмалла.
Ноябрь 2024 |