Февралĕн 26-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи "Паттăр" стадионта "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ-2022" Пĕтĕм Раççейри ХХХХ массăллă чупу иртрĕ. Иркỹлĕм çумăр пĕрĕхсе иртнине пăхмасăрах район центрĕнчи спорт лапамне Патăрьел тата Тăрăн ял тăрăхĕсенчи тĕрлĕ çулсенчи спортсменсем пĕрин хыççăн тепри хавхалансах пуçтарăнчĕç. Йĕлтĕрçĕсен йăлана кĕнĕ ăмăртăвĕ хăйне евĕр уяв пекех иртрĕ.
Массăллă чупăва хапăл тунă спортсменсемпе куракансене район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, районти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе ФСК "Паттăр" директорĕ Илдар Камалетдинов, Чăваш Республикинчи физкультурăпа спорт министерствин "11-мĕш спорт шкулĕ" бюджет учрежденийĕн директорĕ Иннокентий Кошкин саламларĕç, пурне те ăнăçу сунчĕç.
-Эсир массăллă чупăва хутшăнни - хăй пĕр çĕнтерỹ тесе шутлатăп. Сывă пурнăç йĕркине хапăл тăвакансем районта çулсеренех ỹссе пыни кашнийĕ хамăр сывлăхшăн, ырă малашлăхшăн тăрăшни,-терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Пĕтĕм Раççейри ХХХХ массăллă чупăва хутшăнакан йĕлтĕрçĕсене уяв ячĕпе саламланă май.
Массăллă чупу 12 сехетре пуçланчĕ. Тĕрлĕ ушкăнри спортсменсем 400, 1000, 2000, 3000 метрлă дистанцисене чупрĕç. Ăмăрту çивĕч те хĕрỹ иртрĕ. Уйрăмах пьедесталăн чи çỹллĕ картлашки çине тăма ăнтăлакансем куракансене тĕлĕнтерчĕç, йĕлтĕр спортне кăмăлланине тепĕр хут çирĕплетсе пачĕç.
Пĕрремĕш классен ку тĕлĕшпе опычĕ сахалтарах пулин те йĕлтĕр йĕрĕ çине йышлăн тăчĕç. Пулас спортсменсем пуçласа пысăк ăмăртăва хутшăнни кашнинех хавхалану кỹчĕ. Çапах та финиша арçын ачасенчен Б. Абужаров, хĕрачасенчен В. Иванова чăн малтан çитрĕç.
2-3 классем хушшинче Е. Ялуковпа А. Лепешкина, 4-5 классенчен М. Царевпа Р. Селиванова, 6-7 классенчен Д. Макаровпа А. Макарова, 8-9 классенчи ушкăнра - А. Тарасовпа Д. Иванкина, 10-11 классенчи ачасем хушшинче А. Ефимовапа А. Тарасов пьедесталăн чи çỹллĕ картлашки çине тăма тивĕçрĕç.
Арçынсен ушкăнĕнче А. Кузьмин, ветеран-арçынсенчен Н. Васильев, ветеран-хĕрарăмсенчен З. Васильева финиша чăн малтан кĕчĕç. Куракансемшĕн VIP-чупăва хутшăннисене сăнама та кăсăклă пулчĕ. Тĕрлĕрен организаци-предприятире ĕçлекен ертỹçĕсем хутшăнчĕç унта. Çак ушкăнтан арçынсенчен Р. Селиванов, хĕрарăмсенчен В. Солдатова дистанцие çăмăллăнах парăнтарса финиша чăн малтан кĕчĕç
Çĕнтерỹçĕсене пурне те дипломсем тата медальсем парса саламларĕç
Çак кунхинех районти пур ял тăрăхĕнче те "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ-2022" чупу иртрĕ.
А. ЕГОРОВА
Ноябрь 2024 |