Илемлĕх тĕнчине чун-чĕререн парăннă хĕрарăм

Категория: Публикации Опубликовано: 04.03.2022, 14:15 Просмотров: 993

 Ваттисем юратнă çĕрте куç, ыратнă çĕрте алă теççĕ. Нăрваш Шăхалĕнче пурăнакан Вера Исакова çак сăмах çаврăнăшне ача чухне пĕрремĕш хут асламăшĕнчен илтнине пĕлтерчĕ. Ун чухнех вăл пурнăç шăпи пĕчченлĕхре тăратса хăварнă хĕрарăмран тĕлĕнмеллипех тĕлĕннĕ. Тĕрре-çĕвве ăста кинемей пушă вăхăта нихăçан та усăсăр ирттермен. Колхоз столовăйĕнче, фермăра вăй хунисĕр пуçне пир станокĕ умĕнче ĕçлеме те, çĕвĕ машинине пĕр тикĕс шакăлтаттарса кĕпе-тумтир çĕлеме те, хуçалăхри ĕçсене тирпейлеме те ĕлкĕрнĕ ылтăн алăллă хĕрарăм...

 - Хамра асанне юнĕ чупнишĕн паян кун та хĕпĕртетĕп. Вăл ачаллах мана илемлĕх тĕнчипе çыхăнтарчĕ. Çавăнпа та Турă çĕр çинче панă мĕн пур хитрелĕх маншăн чун канăçĕ, хавхалану. Çут çанталăка, чечеке, йывăç-курăка юрататăп...- çапла пуçларĕ хăйĕн калаçăвне Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕнчи Хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Вера Валентиновна.

В. Исакова Хурама Тварĕнче йышлă ачаллă пысăк çемьере çуралса воспитани илнĕ. Ултă ачаран иккĕмĕш пулнăран хуçалăхри ĕçсем ытларах аслисем çине тиеннĕ. Çапах ашшĕ- амăшĕ ыттисене те пĕчĕккĕллех ĕçе хăнăхтарма тăрăшнă.

Турханти вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Вера чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ пулас ĕмĕтпе Шупашкара аслă шкула вĕренме кайнă. Анчах конкурс пысăк пулнăран хĕрачан ĕмĕчĕ татăлнă. Ун хыççăн 17 çулхи чиперкке Чулхулана çул тытнă. Харсăрскере тỹрех çу заводне склад заведующийĕпулма шаннă. Каярахпа чун туртăмĕ ăна çĕнĕрен тăван ялах илсе килнĕ, Турханти ача садĕнче ĕçлеме пикеннĕ. Çак ĕç ăна пурнăç тăршшĕпех кирлĕ пулнине шута илсе Вера Валентиновна асламăшĕнчен юлнă ырă туртăма, ĕç династине малалла тăсас тĕллевпех Шупашкарти çĕвĕç училищине вĕренме кайнă. Чипер те илĕртỹллĕ хĕрачана 19 çултах Нăрваш Шăхаль каччи вĕçертмен. Анатолий Исаковпа çемье çавăрнă. Çамрăк кин малтан ялта почтальонкăра тăрăшнă, каярахпа çыхăну системинче те, суту-илỹре те хăйне тĕрĕсленĕ. 2008 çултанпа вара Вера Валентиновна Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕнче специалистра тăрăшать.

- Шăпа мана тĕрлĕ вырăнта тĕрĕслерĕ. Кирек мĕнле коллектива пырса кĕме, пĕр чĕлхе тупса ĕçлеме те мана йывăрлăх марччĕ. Халĕ, акă, 14 çул вырăнти хăй тытăмлăх органĕнче тăрăшатăп. Маларах ял халăхĕпе хутшăнса ĕçлени, çынсемпе паллашни паянхи кун та ĕçре пысăк пулăшу пулнине туятăп. Ĕçĕ çăмăл мар, çапах кăмăла каять,- уçăлса калаçрĕ тĕп специалист.

Вера Валентиновнăна паян Нăрваш Шăхаль тăрăхĕнче пĕлмен, палламан çын çук. Вăл пултаруллă общественник, сцена ăсти, спорт мероприятийĕсене те хастар хутшăнать. Çав вăхăтрах ырă кăмăллă та сăпайлă, ылтăн алăллă, çынна яланах ырă тума тăрăшакан хĕрарăм. Ахальтен мар ăна паян çак тăрăхра ватти те, вĕтти те хисеплет.

 2011 çултанпа вăл ял тăрăхĕнче питĕ яваплă та пĕлтерĕшлĕ ĕçе те пурнăçласа пырать. Малтан ăна Нăрваш Шăхалĕнчи 323 номерлĕ суйлав участокĕн секретарĕ пулма шаннă. 2018 çултанпа çак яваплă участок председателĕн тивĕçне тỹрĕ кăмăлпа пурнăçласа пырать.

 А. ЕГОРОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика