Паттăрсем асăмран тухмаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 04.03.2022, 14:20 Просмотров: 969

 Районти шкулсенче çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парассине тивĕçлипе туса пыма тăрăшаççĕ. Аслисен ырă тĕслĕхне мала хурса класс сехечĕсем ирттереççĕ. Çар тивĕçне пурнăçланисене тĕлпулусене чĕнеççĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăксене ачасем тирпейлĕ тытса тăма явăçаççĕ тата ытти те. Ку хутĕнче вара Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулта Паттăр парттине палăртрĕç. Ăна çакăнти вĕренỹ çуртĕнче пĕлỹ пухнă Сергей Ядуркин ячĕпе йĕркелерĕç.

 Сергей Николаевич çар службине 1986 çулта тăнă. Афганистанра йывăр аманнă. 1996-2008 çулсенче Мурманск облаçĕнче юхан шыв хуралĕнче тăнă.

Аслă мичман паттăрлăхпа хастарлăхшăн тĕрлĕ медале тивĕçнĕ.

Турханти вăтам шкулта вара Паттăр партти Афганистан вăрçинче пуç хунă Владимир Перлов десантник ячĕпе уçăлчĕ. Владимир Федорович çак шкулта пĕлỹ пухнă. Çар ретĕнче водитель-механик пулнă.

1982 çулхи июнĕн 8-мĕшĕнче çар операцийĕ вăхăтĕнче вилмеллипех аманнă. Хĕрлĕ Çăлтăр орденне тивĕçнĕ.

Çакнашкал вĕренỹ парттисен хушшине ларма хисеплĕ. Ăна тивĕçес тесен вара тăрăшса вĕренмелле. Çамрăксем вăхăтĕнче хăйсем те шкулсенче ытти ачасемпе юнашарах пĕлỹ пухнă. Çар ретне тăнă. Паянхи телейлĕ пурнăçшăн кĕрешнĕ. Вĕсен ячĕсене ялан асра тытмалла.

А.ИВАНОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика