ÇАК кунсенче çеç районта икĕ пушар тухнă. Иртнĕ шăматкун каçхине ултă сехетре Хурама Тварти Ивановсен хуçалăхĕ тĕпĕ-йĕрĕпех çунса кĕлленнĕ. Кĕске вăхăт хушшинчех çемье нимсĕр тăрса юлнă, ку таранччен пухнă пурлăхĕ те, çурт-йĕрĕ те йăлтах юрăхсăра тухнă. Кил хуçисем пушартан докуменчĕсене те илсе тухса ĕлкĕреймен. Паллах, ун пек чухне кирек мĕнле пулăшу та ытлашши мар. Çавăнпа та пысăк хуйхăна пĕрле пайлама кăмăл тăвакансене 89603058317 телефонпа шăнкăравлама ыйтатпăр. Аслă типĕ вăхăтĕнчи сăваплă ĕç харама каймĕ.
Районти пушар надзорĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, инкекĕн сăлтавĕ электротехника (шыв ăшăтмалли хатĕр) пĕр тикĕс, лайăх ĕçлеменнинче тесе шутлаççĕ. Тепĕр кунхине, мартăн 6-мĕшĕнче, Люляри Ильинсен тăр кăнтăрлах мунчи çунса кайнă. Юрать-ха, вăл çурт-йĕртен айккинче вырнаçнă. Çавăнпа та пушара малалла алхасма паман.
Çулталăк пуçланнăранпа Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 9 пушар пулнă. Иртнĕ çулхи çак вăхăтра районти "01" служба çакнашкал 8 тĕслĕхе шута илнĕ.
Ноябрь 2024 |