Патăрьел районĕн хисеплĕ гражданинĕ, Чăваш халăх поэчĕ, философи наукисен докторĕ Николай Аверкиевич Исмуков профессор хăйĕн çавра çулне çичĕ томлă "Çырнисен пуххипе" тата виçĕ томлă "Философия природы" кĕнекисемпе кĕтсе илчĕ. Вăл Чăваш патшалăх премийĕн лауреачĕ, Чăваш Республикин искусствăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.
Унăн сăввисене итальянла, французла, акăлчанла куçарнă. Урал патшалăх университетне (Свердловск) пĕтернĕ, Аслă Чемен тата Ишлĕ шкулĕсенче физкультура вĕрентнĕ. Ун хыççăн аспирантурăра тата докторантурăра (Мускав) пĕлỹ пухнă.
Николай Аверкиевич Раççей Федерацийĕн професси вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ, Раççейри социаллă наукăсен академийĕн (РАСН) академикĕ. Хальхи вăхăтра "Социально-экономические науки" журналта редсовет членĕ пулнă май тĕрĕслев (эксперт) ĕçне туса пырать. Унта ют çĕршывсенчи кандидат тата доктор диссертацийĕсене тишкерсе хак парать.
Тĕрлĕ çул тата халь хаççăн çырнă хайлавсене тинтерех пичетленсе тухнă "Каçалăкăм" кĕнекине кĕртнĕ.
Мартăн 16-мĕшĕнче Наци библиотекинче Николай Исмуковăн паллă кунне уявлама палăртнă.
Ноябрь 2024 |