Мартăн 10-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи бизнес-инкубаторта районти депутатсен Пухăвĕн ларăвĕ иртрĕ. Ăна депутатсен Пухăвĕн председателĕ Николай Тинюков ертсе пычĕ. Ларăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, район прокурорĕ Андрей Афанасьев, ял тăрăх пуçлăхĕсем, район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертỹçисем хутшăнчĕç.
Пурĕ сакăр ыйту пăхса тухрĕç, пуринпе те тивĕçлĕ йышăну турĕç. Чăн малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пай пуçлăхĕ Виктор Львов 2021 çулта Патăрьел районĕ муниципаллă программăсене мĕнле пурнăçлани тата вĕсен тухăçлăхне хак паракан пĕтĕмĕшле отчет турĕ. Ун хыççăн Виктор Игоревич муниципаллă пурлăха приватизациленин пĕтĕмлетĕвĕпе, районти муниципаллă пĕрлĕх харпăрлăхĕнчи çĕр участокĕсене республикăри патшалăх харпăрлăхне куçармалли ыйтупа та тухса калаçрĕ.
Сессире район администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕн çумĕ Наталья Хлебникова "Чăваш Республикинчи Патăрьел районĕнче бюджетри право хутшăнăвĕсене йĕркелесси çинчен" калакан депутатсен Пухăвĕн йышăнăвне улшăнусем кĕртесси пирки, тĕрĕслевпе шутлав органĕн ликвидаци комиссийĕн председателĕ Марина Матюшкина районти тĕрĕслевпе шутлав органĕн ликвидаци балансĕ пирки, район администрацийĕн ĕçсен управляющийĕ - йĕркелỹпе тĕрĕслев ĕçĕсен тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе тимлекен пай начальникĕ Алина Ильина районти депутатсен Пухăвĕн секретариатне суйлас, район администрацийĕн строительство тата обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пай пуçлăхĕн çумĕ Александр Владимиров хăш-пĕр çуртсене районăн ятарлă çурт-йĕр фондне кĕртес ыйтусемпе тухса калаçрĕç.
А. НИКОЛАЕВА
Ноябрь 2024 |