"Çурхи шыв-шуртан асăрханма ансатрах"

Категория: Публикации Опубликовано: 15.03.2022, 09:32 Просмотров: 730

 Çакнашкал пĕтĕмлетỹ турĕç çурхи ейĕве парăнтарас, районти чрезвычайлă лару-тăрăва, пушар хăрушлăхне сирес енĕпе тимлекен комиссин пĕрлехи ларăвне хутшăннисем. Унăн ĕçне гражданла хỹтĕлевпе халăха хỹтĕлес енĕпе ĕçлекен Тĕп управленийĕн начальникĕн çумĕ - Раççей МЧСĕн Чăваш Енри Тĕп управленийĕн начальникĕ Юрий Антонов, районти пушар хуралĕн тата надзорĕн представителĕсем, ял тăрăх пуçлăхĕсем, автомобиль çулĕсене пăхса тăракан тата оперативлă служба ертỹçисем хутшăнчĕç. Ларăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ертсе пычĕ.

Çуркуннехи ейỹ тапхăрĕ пирĕн районта та пысăк инкек кăларса тăратма пултарать. Уйрăмах Пăла юхан шывĕнчен аякра мар вырнаçнă ялсен сыхлăха çухатмалла мар. Çавăнпа та хальхи вăхăтра ял тăрăхĕсенче тĕп тĕллев - чрезвычайлă лару-тăруран асăрханса мĕн пур ĕçе кирлĕ пек пурнăçласси, ку тĕлĕшпе çынсемпе ăнлантару ĕçĕсем ирттересси, вĕсене эвакуацилеме, пулăшу кỹме хатĕр пуласси тата ытти те. Пĕрлехи ларура район администрацийĕн ятарлă программăсен пай начальникĕ Григорий Каллин районта 2022 çулхи шыв-шур тапхăрне хатĕрленсе пурнăçланă мероприятисем пирки тĕплĕн каласа пачĕ, ку тĕлĕшпе вырăнсенче яваплăха тата ытларах ỹстермеллине те асăнчĕ.

- Пирĕн район территорийĕнче шыв айне пулма пултаракан тăхăр ялти (Патăрьел, Кĕçĕн Арапуç, Тутар Тимеш, Тăрăн, Анат Туçа, Вăтаел, Кивĕ Ахпỹрт, Первомайски, Тикеш) хăш-пĕр урам кĕрет. Юлашкинчен 2018 çулта пирĕн районти 109 хуçалăх (241 çын) шыв-шур илекен зонăна çакланнă. Çакнашкал хăрушлăхран кăçал та питĕ сыхă пулмалла. Хальхи вăхăтра та районта çурхи ейỹпе çыхăннă чрезвычайлă лару-тăруллă территоринче 100 ытла хуçалăхра 300 ытла çын пурăнать. Вĕсем хушшинче ачасем те, ваттисем те, сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшаккисем те пур. Ял тăрăхĕнчи чрезвычайлă лару-тăру комисси членĕсен çаксене пурне те шута илмелле. Ытти çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан кăçал юр хулăнăшĕ те, нỹр саппасĕ те ытларах. Çавăнпа та вырăнсенче шыв çулĕсене кирлĕ пек уçмалла, тасатмалла, шыв тăракан гидротехника сооруженийĕсене, плотинасене, дамбăсене, пăрăхсене сăнасах, пăхсах тăмалла, кулленех шыв мĕнле ỹссе пыни пирки мониторинг тумалла, кăнтăрла та, каçхине те дежурство йĕркелемелле, халăха, çавăн пекех ятарлă службăсене, районти чрезвычайлă лару-тăру енĕпе тимлекен комиссине кун пирки пĕлтерсех тăмалла.

Кашни ял тăрăхĕнчех çынсене, çав вăхăтрах выльăх-чĕрлĕхе те хăрушлăхран илсе тухмалли, малтанхи пулăшу памалли тата ытти условисем те хатĕр пулмалла. Çынсем кирек мĕнле йывăр лару-тăрăва çаклансан та "01" тата "112" номерпе шăнкăравласа пĕлтермелле,- терĕ хăйĕн докладĕнче Григорий Николаевич çурхи шыв-шура хатĕрленсе ирттерсе ямалли ыйтусене çивĕчлетсе.

Шывпа вут - икĕ тĕрлĕ ырă, çав вăхăтрах икĕ тĕрлĕ усал темелле. Вĕсен сăтăрне курас мар тесен çак тапхăра пурте яваплăха туйса хатĕрленмелле. Анлă ларура Патăрьел ял тăрăхĕн специалисчĕ С. Поляков, Туçа ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ А. Мальцева, Первомайски, Пикшик ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем В. Федоровпа В. Краснов, районти автомобиль çулĕсене пăхса тăрассишĕн яваплă Инна Рубцовăпа Лилия Манзуркина предпринимательсен представителĕсем çуркуннехи шыв-шура пăтăрмахсăр ирттерсе ярас тĕллевпе пурнăçлакан ĕçсем, мероприятисем пирки каласа пачĕç. Пĕтĕмĕшле илсен вĕсем çуркуннехи ейỹ инкек кăтартасран сыхă пулнине пĕлтерчĕç: шыв çулне пỹлме хăйăр, вак чул тултарнă михĕсем çителĕклĕ, техника, çынсене пулăшакансем хатĕр, граждансене асăрхаттарнă...

Пĕрлехи анлă ларăва пĕтĕмлетнĕ май район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов çак тапхăрта çынсен сывлăхне, пурлăхне сыхлас тĕлĕшпе мĕн пур майпа усă курмаллине çивĕчлетрĕ.

 А. ЕГОРОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика