ÇУТÇАНТАЛĂК хĕл ыйхинчен вăраннă чухне ялсенче урамра çапкаланса çỹрекен анчăксем пушшех нумайланаççĕ, усалланаççĕ. "Кĕрт йыттисем" (халăхра çапла калаççĕ) пĕчченшерĕн мар, ушкăнпа чупаççĕ. Вĕсен хушшинчен пĕри вĕрсе ярсан ыттисем хутшăннине кĕтсех тăр: пĕрин хыççăн тепри сас параççĕ. Ун пек чухне вĕсен çывăхĕнчен иртсе кайма та хăрушă. Çак кунсенче Хирти Пикшик ялĕнчи Камалетдинов урамĕнчи пенсионерка хаçат редакцине кун пирки пăшăрханса шăнкăравларĕ. Вĕсем пурăнакан касса почтальонка хаçат валеçме анма та хăрать-мĕн. Кунта хальхи вăхăтра "кукăр хỹресем" кăнтăрла та, каçхине те хуçаланаççĕ, çуйхашаççĕ... Хăшĕ-пĕри вара кăкаркăçри йыттисене "уçăлма" кăларни те иртен-çỹрене сехĕрлентерет çеç мар, пысăк хăрушлăх та кăларса тăрать.
Ноябрь 2024 |