ÇУЛ çинче инкек-синкек сиксе тухасси водитель руль умне ỹсĕр ларнинчен çеç те килмест. Чылайăшĕ çул-йĕр правилине пăхăнмаççĕ, хăвăртлăха ỹстерсе автомашинăна хăвалаттараççĕ тата ытти те. Çапах та эрех ĕçнĕ хыççăн техникăпа çула тухакан çын хăйĕншĕн те, ыттисемшĕн те пысăк теветкеллĕх кăларса тăратни паллă. Республикăра, районта кашни уйăхрах "Ỹсĕр водитель" операци ирттереççĕ пулин те административлă Кодекса пăхăнман пуçтахсем тупăнсах тăраççĕ.
РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн ГИБДД пайĕн начальникĕ Алексей Мальцев хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх иртнĕ уйăхра çак ятпа иртнĕ операци вăхăтĕнче çул-йĕр инспекторĕсем виçĕ, пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче йĕркеленĕ рейд вăхăтĕнче икĕ ỹсĕр водителе тытса чарнă, протоколсем çырнă. Саккунпа килĕшỹллĕн çакскерсем пурте сахалтан та çулталăк çурă руль умне лараймĕç, унсăр пуçне пысăк штраф тỹлĕç.
Ноябрь 2024 |