Тупнă банк карттине çитермелле тỹрех полицие

Категория: Публикации Опубликовано: 18.03.2022, 12:01 Просмотров: 612

ĔЛĔК урамра утса пынă чухне укçа выртнине курсан тытнă та кĕсьене чиксе хунă темелле. Анчах та паян пĕр-пĕр çыннăн çухалнă банк картти алла çаклансан унти пĕр тенкĕ укçипе те усă курма юрамасть. Çапла туни йывăр преступлени шутланать. Уншăн РФ УКăн 158 статйин 3 пайĕн "г" пункчĕпе айăплаççĕ, ирĕкрен хăтарма та, пысăк штраф пама та пултараççĕ.

Хальхи вăхăтра кирек ăçта та çынсем банк карттипе тỹлеççĕ. Ăна мантарса, ỹкерсе хăварасси те пулать. Çавăнпа та тупнă банк картти пирки тỹрех районти полицие пĕлтермелле, унпа нимĕнле магазинта та усă курма юрамасть.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика